Чи вăйлисем Мускавпа Тутарстан вӗренекенӗсем
Шкул ачисен вырăс литературипе Пӗтӗм Раççей Олимпиадине ӗнер, апрелӗн 5-мӗшӗнче, Хусанта пӗтӗмлетрӗç. Вăл мартăн 31-мӗшӗнчен пуçласа апрелӗн 6-мӗшӗччен пычӗ. Юлашки тапхăрне Раççейри 70 субъектран пурӗ 270 шкул ачи хутшăнчӗ. Олимпидăна хупнин церемонийӗнче ачасене РФ Вӗрентӳпе наука министерствин пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан сферăри патшалăх политикин департаменчӗн директорӗ Андрей Петров тата Тутарстанăн вице-премьерӗ...
Шкул ачисен вырăс литературипе Пӗтӗм Раççей Олимпиадине ӗнер, апрелӗн 5-мӗшӗнче, Хусанта пӗтӗмлетрӗç. Вăл мартăн 31-мӗшӗнчен пуçласа апрелӗн 6-мӗшӗччен пычӗ. Юлашки тапхăрне Раççейри 70 субъектран пурӗ 270 шкул ачи хутшăнчӗ. Олимпидăна хупнин церемонийӗнче ачасене РФ Вӗрентӳпе наука министерствин пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан сферăри патшалăх политикин департаменчӗн директорӗ Андрей Петров тата Тутарстанăн вице-премьерӗ Лейла Фазлеева саламларӗç.
Кăçалхи олимпиадăра 8-мӗш класра вӗренекен Софья Бабина (Тутарстан), 10-мӗш класра вӗренекен Мария Страдымова (Мускав) тата 11-мӗш класра вӗренекен Наталья Лях (Мускав) абсолютлă çӗнтерӳçӗ пулчӗç.
Çӗнтерӳçӗ дипломне Мускаври, Самара, Архангельск, Челябинск, Пенза, Мускав, Сахалин облаçӗсенчи 10 шкул ачи тивӗçрӗ.
9-мӗш класра вӗренекенсен хушшинче те 10 призер (Мускав, Тутарстан, Калининград, Липецк, Волгоград, Киров тата Саратов облаçӗсем).
10-мӗш классен хушшинче 15 призер (Мускав, Ставрополь крайӗ, Ленинград, Тамбов, Владимир, Псков, Самара, Иркутск, Омск, Тула, Чулхула, Свердловск облаçӗсем тата Алтай крайӗ) пулчӗ.
11-мӗш классен хушшинче вара призерсем 55 (Мускав, Тутарстан, Коми, Краснодар крайӗ, Новосибирск, Саратов, Чулхула, Ярославль, Рязань, Воронеж, Томск, Ленинград, Ростов облаçӗсем, Пермь крайӗ, Мордови, Удмурти, Карели, Крым тата ытти регионсем) таранах.
Андрей Петров каярах журналистсемпе тӗл пулсан шкул ачисен литературăпа Пӗтӗм Раççей олимпиади вӗрентӳ системин хаклăхӗсенчен пӗри пулнине палăртрӗ. «Пӗтӗм Раççей олимпиадинче çӗнтерни - вӗренӳ медалӗ пекех. Çавăнпа çак çӳллӗ шая тытса тăма тăрăшатпăр. Олимпиадăн юлашки тапхăрӗ Хусан хулинче иртрӗ. Вăл вырăс культурин, литературин чи пысăк сийӗн сăпки кăна мар, тӗрлӗ культурăсен хӗресленӗвӗ те», - терӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев