Нуриев рольне вылянă каччă Хусанта фестиваль ирттерет
Хальхи ташă фестивалӗ Тутарстанăн тӗп хулинче апрелӗн 21-22-мӗшӗсенче иртӗ. Унăн ячӗ «StagePlatforma» - сцена платформи пек куçать. Ташă искусствинчи çӳллӗ шайри специалистсем Актерсен çуртӗнче мастер-классем ирттерӗç, сцена практикинче тӗлпулакан вăрттăнлăхсене ăнлантарса парӗç. Апрелӗн 21-мӗшӗнче классика тата хальхи хореографи, стретчинг, актер ăсталăхӗ, йога, фотоискусство, макияж тăвасси, флористика тата ытти енӗпе иртекен...