Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Апрельтен пушар тухас хăрушлăх ӳсет

Раççейре юр кайсанах çуллен çӗр-çӗр гектар вăрман çунма пуçлать. Тӗп сăлтавӗ нумай чухне çынсем вутпа асăрханусăр пулни. Хальхи вăхăтра та Инçет Хӗвелтухăçӗнчи, Приморский крайри вăрмансем çуннипе чрезвычайлă лару-тăру пулнине пӗлтернӗ. Паллах, кун пек инкек пирӗн патра пулмасть тесе никам та калаймасть. Çавăнпа та сыхланакана Турă сыхлать тенешкел, хамăрăн асăрхануллăрах пулмалли...

Раççейре юр кайсанах çуллен çӗр-çӗр гектар вăрман çунма пуçлать. Тӗп сăлтавӗ нумай чухне çынсем вутпа асăрханусăр пулни. Хальхи вăхăтра та Инçет Хӗвелтухăçӗнчи, Приморский крайри вăрмансем çуннипе чрезвычайлă лару-тăру пулнине пӗлтернӗ. Паллах, кун пек инкек пирӗн патра пулмасть тесе никам та калаймасть. Çавăнпа та сыхланакана Турă сыхлать тенешкел, хамăрăн асăрхануллăрах пулмалли çинчен манмалла мар. Апрелӗн 25-мӗшӗнчен Тутарстанра та пушар тухас хăрушлăхлă сезон пуçланать. Кун çинчен постановление ТР Премьер-министрӗ Алексей Песошин çак кунсенче алă пуснă.

Документпа килӗшӳллӗн, вăрмансенче пушар тухас хăрушлăх пур районсемпе хула округӗсен ӗçтăвкомӗсем пурăнмалли пунктсен паспорчӗсене хатӗрлемелле, пушар хăрушсăрлăх мероприятийӗсене ирттермелле. Урăхла каласан, пушар тухас пулсан сӳтерме шыв илмелли вырăнсем, вăрмансене вутран сыхлакан йăрăмсем тумалла, пушар тухнине халăха пӗлтермелли хатӗрсемпе тивӗçтермелле тата пушар сӳнтерекен йӗркеленӳсен пайташӗсенчен дежурство йӗркелемлелле. Çаплах, туссем, çурт-йӗр таврашӗнче, ялсен çывăхӗнче типӗ курăка çунтарма юраманнине те манмалла мар.(С.Камалетдинов сăнӳкерчӗкӗ).



Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев