Çӗр ӗçченӗн кăçал Май уявӗ пулмасть
ТР Ял хуçалăхӗпе апат-çимӗç министрӗ Марат Ахметов пӗлтернӗ тăрăх, кăçал çуркунне кая юлса пырать. Апла пулин те ку хăрушă мар, мӗншӗн тесен республика çуракине лайăх хатӗрленнӗ. Мӗслӗм, Сарман, Заинск, Нурлат районӗсенче, тӗслӗхрен, çурхи культурăсене акма та тухнă. Çураки ӗçӗсем республикăра май уявӗсенче пуçланассине пӗлтерчӗ.
М.Ахметов пӗлтернӗ тăрăх, республикăн уй-хирӗсенче кӗрхи...