Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Апрелӗн 30-мӗшӗнче чи тутлă чак-чака суйлаççӗ

Апрелӗн 30-мӗшӗнче Пăлхар музей-заповедникра туризм сезонне официаллă уçса «Чак-чай» гастроном фестивалӗ иртет. Хальхинче унăн тӗп фишки - Тутарстанăн чи тутлă чак-чакне суйласси. Çапла пӗлтерет ТР Туризмӗн патшалăх комитечӗн пресс-служби. Яланхи пекех фестивалӗн тӗрлӗ площадкинче куçса çӳрекен халăхсен, Хусан ханствин, Хусан купсисен апатне тутанса пăхма пулать. Хальхи вăхăтра кăларакан пылак çимӗçсен...

Апрелӗн 30-мӗшӗнче Пăлхар музей-заповедникра туризм сезонне официаллă уçса «Чак-чай» гастроном фестивалӗ иртет. Хальхинче унăн тӗп фишки - Тутарстанăн чи тутлă чак-чакне суйласси. Çапла пӗлтерет ТР Туризмӗн патшалăх комитечӗн пресс-служби.

Яланхи пекех фестивалӗн тӗрлӗ площадкинче куçса çӳрекен халăхсен, Хусан ханствин, Хусан купсисен апатне тутанса пăхма пулать. Хальхи вăхăтра кăларакан пылак çимӗçсен куравне те йӗркелеççӗ. Кунсăр пуçне фестиваль хăнисен пылак çимӗçе хăйсен аллипе хатӗрлесе пăхма та май пулать. Чей церемонийӗпе наци апачӗн дегустацийӗ чăн-чăн юртăра иртет. Паллах, фестиваль программинче юрă-ташă, мастер-классем те çителкӗлех пулӗç. Пӗр сăмахпа, кичем пулмасть, пурне те Пăлхар музей-заповедникри фестивале килсе курма чӗнетпӗр.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев