Чир Тутарстана та çитме пултарать
Кăçал Раççее, çаплах Тутарстана та, инфекцилле чир килес хăрушлăх пысăк-мӗн. Сăмах кунта полиомиелитпа чирлетекен полиовирус çинчен пырать.
Роспотребнадзорăн Тутарстанри управленийӗн ертӳçи Марина Патяшина çак кунсенче ТР Министрсен Кабинетӗнче иртнӗ брифингра пӗлтернӗ тăрăх, полиовирус инфекцийӗ республикăра 1995 çултанпа палăрман. Анчах та кăçал Нигери, Инди, Пакистан, Афганистан, Таджикистан çыннисем ку чире республикăна...