СЕМЕН КОНОВАЛОВ ЧĂВАШ е ВЫРĂС?
«... Тури Услон районĕнчи Ямбулатово ялне çӗрле, çуран çитрӗм. Чăванш ялӗ Атăл тăрăхне 1904 çулта Чăваш Енри Вăрмар районӗнчен куçса килнӗ. Тӗттӗм, алăксене питӗрнӗ, чӳречерен шаккатăп, Куратăп – анне. «Анне, уç, – кăшкăратăп, – Акулина Федоровна, ку вӗт эпӗ, санăн Çеменӳ». «Кай! Ман ывăл вилнӗ, акă хучӗ те пур», – куççулӗпе чыхăнса калаçрӗ вăл. Аран-аран ӳкӗте кӗртрӗм. Кайран та сӗтел хушшинче ларнă чух анне, хăй куçне шанмасăр, питрен, çӳçрен ачашларӗ. Шăллăм, виçӗ йăмăкăм, пӗтӗм тăвансем мана пытарнă иккен, асăннă та..»