Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Гороскоп

Эрнелӗх гороскоп 10.12 – 16.12

ТАКАСЕН çитес эрнере пӗччен кансан усса каять. ВĂКĂРСЕМ, чăтăмлăрах пулăр, кӳрентерме пултаратăр... хăвăра. УХĂÇĂСЕНЕ укçа енчен ăнать, эрне вӗçӗнче пысăк укçа илес шанчăк пур...

ТАКА 21.III – 20.IV Эрне тăршшӗпех йышăнусем тума йывăр пулӗ. Яланхи пек пуçтарăнчăк пулмастăр, мӗн-тӗр мешетленипе ӗçре тимлӗхе çухататăр. Лару-тăру хăвăрт улшăнса тăрӗ, ку вăхăтра нумайăшӗ хăюлăхран килет. Харпăр пурнăçра ултава сисетӗр, анчах ăна нимпе çирӗплетейместӗр. Çавăнпа савнипе уйрăлни аванрах та пулӗ. Пӗччен канни усса кайӗ.

ВĂКĂР 21.IV – 20.V Чăтăм пӗтнипе хăвăр мӗн шутланине йăлт каласа тăкма пултаратăр. Тахçанхи хирӗçӳ хӗрсе кăна кайма пултарать, çемье пурнăçӗ хăрушлăхра. Лăпланас тесе кампа та пулин паллашма шут тытатăр. Романтикăлла тӗлпулусене çӳрес килӗ. Укçа-тенкӗ ыйтăвӗсем сиксе тухӗç, парăма парса татма тивӗ.

ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V – 21.VI Ӗçре хăвăр çине кăна ан илӗр, «çук» теме вӗренӗр. Сире каллех командировкăна яма пултараççӗ. Ирӗклӗ вăхăт çукки çемьери хутшăнусене пăсма пултарать, килти ӗçсем те пуçтарăнса кайнă. Ачасене те тимлӗх çитмест. Укçа тăтăш кӗрсе тăни савăнтарӗ, банкра счет уçма ăнăçлă вăхăт.

РАК 22.VI – 22.VII Халиччен хваттер ыйтăвӗ пуçа ыраттарнă пулсан, ку эрне татăклă пулма пултарать. Килекен сӗнӳсемпе паллашсах тăрăр. Сывлăх пирки шутлама пуçласа ытлашши сăлтавсăр пăлханма тытăнатăр. Канмаллисенче ырă хыпар илме пултаратăр.

АРĂСЛАН 23.VII – 23.VIII Эрне планӗнче ӗç нумай. Тахçантанпа курман юлташăрсемпе тӗл пулма пултаратăр. Укçа-тенкӗ лару-тăрăвӗ майӗпен майлашăнма тытăнни савăнтарать, пуласлăха шанса пăхма тытăнатăр. Хăш-пӗри отпуск планлама пуçлӗ. Канмалли кунсене савнипе ирттерни ырă туйăмсем вăратӗ.

ХӖР 24.VIII – 23. IX Плансем улшăннине пит юратмастăр, анчах тăвансене пула вӗсене улăштарма тивӗ. Эрне варри те хăвăр шутланă пек иртменни кулянтарать. Кӗçнерникун пуçланă ӗçе вӗçлени кăмăла çӗклӗ, хăшӗсем хваттерпе çыхăннă ыйтусене татса парӗç. Çемьери хутшăнусем çивӗчленеççӗ, мăшăрпа ирӗксӗртен килӗшме тивӗ.

ТАРАСА 24.IX – 23.X Çын мӗн каласси çинчен пач шутламасăр хăвăра кирлӗ пек тăватăр, ку тӗрӗс те. Ӗçтешсем эсир конкурентсенчен ултавпа иртсе кайнă тесе те шутлӗç. Тен, чăн та çапла? Шутласа пăхăр. Эрне варринче юлташ чӗннипе театра е концерта кайма пултаратăр. Савнипе, мăшăрпа хутшăнусем ăнланмалла мар, çавăнпа проблемăсенчен тарма тăрăшатăр.

СКОРПИОН 24.X – 22.XI Ку эрнере ытларах вăхăта пӗччен ирттерни усăллăрах пулӗ. Кирлӗ йышăнăва тума çумра чăрмантаракан ан пултăр. Пурнăçăра улăштарас килет, анчах хăш енне утмаллине хăвăр кăна пӗлетӗр. Эрне вӗçнелле хăвăра япăх туятăр, çавăнпа йывăр ӗçсене урăх вăхăта хăварăр. Шăматкун пӗлӗшсемпе, юлташсемпе тӗл пулма пултаратăр.

УХĂÇĂ 23.XI – 21.XII Ку эрнере вăй-хал тапса тăрать, ывăна пӗлмесӗр ӗçлетӗр, лартнă тӗллеве пурнăçлатăрах. Лидер паллисене кăтартатăр, ку карьерăпа ӳсме пулăшӗ. Харпăр пурнăçра та хăвăр малта пулма тăрăшатăр, анчах ку ӗç мар, çемьери хутшăнусем тан пулмалла. Эрне вӗçӗнче пысăк укçа илес шанчăк пур, ăна тăванăрсенчен пытарса хăвăр çине кăна тăкаклама шухăш та çуралать.

ТУ КАЧАКИ 22.XII – 20.I Ывăннипе çывхарса пыракан праçниксем те савăнтармаççӗ. Çемье канашне пуçтарса ӗçсене пайлани чи лайăх мел, сирӗнпе пурте çăмăллăнах килӗшӗç. Ӗçпе çыхăннă ыйтусене çитес уйăха хăварсан та юрать. Харпăр пурнăç ăшă туйăмсемпе савăнтармасть, ку енӗпе хăвăрăн пуçаруллă пулмалла, пӗрремӗш утăм тума вӗренӗр.

ШЫВТĂКАН 21.I – 20.II Ирӗклӗ шухăш-туйăмсене пытарни хăвăршăнах усăллă пулӗ. Çынсене хăвăрăн хăтланусемпе ан тарăхтарăр – ăнланмӗç. Кӗтнӗ укçана илейменнипе тахçанах палăртса хунă çула тухаймастăр. Пӗр енчен ку лайăх та. Юратура çӗнӗ савни тупатăр, канмаллисене унпа ирттерме шутлатăр. Йышăнăва васкаса ан тăвăр.

ПУЛĂСЕМ 21.II – 20.III Ку эрнере финанс лару-тăрăвне çирӗп­летессишӗн йăлт тăватăр. Ӗмӗтленнӗ пысăк япалана туянса та укçăра пӗтерместӗр, мăшăрăра та çапла хушатăр. Ытларах килти ӗçсемпе аппаланатăр, кил-çурта тирпейлетӗр. Хăна чӗнсе хуçа пултарулăхӗпе тӗлӗнтерес килӗ. Пӗчченнисем çӗнӗ тӗлпулусем кӗтеççӗ, анчах ăна çитес эрнене куçарма тивӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: гороскоп