Пăвасен Хӗл Мучийӗ вырăсла пӗлмест
Районти чăваш центрӗн пӗлтерӗшлӗ мероприятийӗсенчен чылайăшӗ çакăнта иртет. Декабрӗн 28-мӗшӗнче кунта районсенчи шкулта лайăх вӗренекен чăваш ачисем пухăнчӗç. Чăрăш уявгне ертсе пыракансем те, сăвăсем те, юрри-ташши те, вăййисем те чăвашла кăна пулчӗç.