Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ПӖРРЕМӖШ ЕРТӲÇЕ КАЯЛЛА ТАВĂРЧӖÇ

Аксу чăвашӗсем паян вырăнти Чăваш наципе культура центрӗн ертӳçине суйларӗç.

Паян, декабрӗн 29-мӗшӗнче, Аксу чăвашӗсен отчетпа суйлав конференцийӗ иртрӗ. Пухăва кунти чăвашсем иртсе пыракан çулталăкра ӗмӗрлӗхех уйрăлса кайнă ЧНКЦ хастарӗсене асăнса шăп тăнинчен пуçланчӗ. Пухăва район пуçлăхӗ Камиль Гилманов, Анатолий Самаренкин, Константин Малышев хутшăнчӗç.

Аксури ЧНКЦ председателӗ Алексей Калуков отчет доклачӗ тунă хыççăн ЧНКА Канашӗн пайташӗ, вăлах районти Ӗçтăвком председателӗн çумӗ Сергей Александров çӗнӗ Канаша суйланма 11 кандидатура сӗнчӗ. Унта ял канашӗсен пуçлăхӗсем, педагогсем, журналистсем, культура ӗçченӗсем, усламçăсем, çар çыннисем, чиновниксем кӗчӗç. Залри çынсем тата 4 çынна кӗртме сӗнчӗç. Çӗнӗ канаша 15 çынран суйларӗç. Председатель пулма пухăва ертсе пыракан Роза Чентаевăна сӗнчӗ. Пухăннисем пурте пӗр саслăн пулса уншăн сасăларӗç. Алексей Калукова Аксу районӗн тата ТР ЧНКА Хисеп хучӗсене парса чысларӗç.

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чуваши Татарстана