«Дакар – 2019»: 1-мӗш тапхăрта Николаев малта
Пирӗн патра -20 градус сивӗ тăрать, унта вара чăтма çук шăрăх. Чупăва йӗркелекенсем спортсменсене шеллеме шутламан куран кăçал: пӗрремӗш тапхăртах кăткăс ятарлă участок хатӗрленӗ. Вырăнти корреспондентсем пӗлтернӗ тăрăх, ăна техникăпа чупса тухма никама та çăмăл пулман: хăйăр тăвăлӗ, пӗчӗк мар хăйăр куписем, чăнкă айлăмсем... Чăнкă хăйăр тусем çинчен аннă чух çаврăнса ӳкекенсем те пулнă.