Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

«Дакар – 2019»: 1-мӗш тапхăрта Николаев малта

Пирӗн патра -20 градус сивӗ тăрать, унта вара чăтма çук шăрăх. Чупăва йӗркелекенсем спортсменсене шеллеме шутламан куран кăçал: пӗрремӗш тапхăртах кăткăс ятарлă участок хатӗрленӗ. Вырăнти корреспондентсем пӗлтернӗ тăрăх, ăна техникăпа чупса тухма никама та çăмăл пулман: хăйăр тăвăлӗ, пӗчӗк мар хăйăр куписем, чăнкă айлăмсем... Чăнкă хăйăр тусем çинчен аннă чух çаврăнса ӳкекенсем те пулнă. 

Кăнтăр Америкăри Перура «Дакар – 2019» ралли-рейд пуçланни пирки çыртăмăр ӗнтӗ. Ӗнер пӗрремӗш тапхăр урлă иртнӗ унта хутшăнакансем. Пирӗн патра -20 градус сивӗ тăрать, унта вара чăтма çук шăрăх. Чупăва йӗркелекенсем спортсменсене шеллеме шутламан куран кăçал: пӗрремӗш тапхăртах кăткăс ятарлă участок хатӗрленӗ. Вырăнти корреспондентсем пӗлтернӗ тăрăх, ăна техникăпа чупса тухма никама та çăмăл пулман: хăйăр тăвăлӗ, пӗчӗк мар хăйăр куписем, чăнкă айлăмсем... Чăнкă хăйăр тусем çинчен аннă чух çаврăнса ӳкекенсем те пулнă. 

Телее, грузовиксен хушшинче 1-мӗш тапхăрта пирӗн Эдуард Николаевăн экипажӗ 1 сехет те 9 минут та 5 çеккунтра чупса тухса мала тухнă. Ун хыççăн Ван Генугтен (Ивеко) – +00:00:18, Федерико Виллагра (Ивеко) – +00:00:53, Герард Де Рой (Ивеко) – +00:01:44, Дмитрий Сотников (КАМАЗ) – +00:03:33, Андрей Каргинов (КАМАЗ) – +00:03:49,Айрат Мардеев (КАМАЗ) – +00:04:02 тата ыттисем те. 

Умра тата 9 тапхăр. Кам мала тухассине вӗçне çитиччен те калама çук. «Дакар» кашни çулах интереслӗ иртет. Кăçал та унта чи вăйлисем хутшăнаççӗ. «КАМАЗ-мастерăн» тăватă экипажне те финиша пуринчен малтан çитме ăнăçу сунас килет.

(Сăнӳкерчӗк «КАМАЗ-мастер» командăн соцсетьри страницинчен).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: дакар