г. Казань
Сиреньел ял хутлăхӗнче мартăн 10-мӗшӗнче Çăварние чаплăн ăсатрӗç. Ялăн уявпа килӗшӳллӗн илемлетнӗ тӗп тӳремне пуçтарăннă халăх вӗри икерчӗ, тутлă шашлык çисе, сăмаварсенчен техӗмлӗ чей ӗçсе савăнчӗ.
Апрелӗн 11-мӗшӗнче Хусанта К.Иванов ячӗллӗ Чăваш патшалăх академипе драма театрӗн спектаклӗ пулать.
26 ӳсӗмри 170 ытла спортсмен йӗлтӗр çине тăчӗ çак кун Беловкăра. Трасса çинче вӗсене судьясем тӗрӗслесе тăчӗç. Финишра Кивӗ Тимушкел шкулӗнче физкультура учителӗ пулса ӗçлекен Василий Аркадьевич Чугунов кӗтсе илсе результачӗсене çырса пычӗ. Йӗлтӗрçӗсен ӳсӗмӗсем те тӗрлӗрен – 6-ран 78-ра çитичченех.
«Анат Кама хӗрарăмӗсем» огранизаци тата вырăнти Салтак амăшӗсен комитечӗ «Салтака – анне кукăлӗ» акцие саккăрмӗш çул ирттерет. Слатаксем валли кучченеçе хулипех пухнă.
Акăш кӳлли (Лебяжье) хӗрринче йӗркеленӗ хаваслă уява пӗтӗмпе 20 пине яхăн çын хутшăнчӗ. Чăвашсенчен Хусанти «Салам» фольклор ушкăнӗ сцена çине тухрӗ. Вăл «Пăлан мăйраки» тата «Тăвансем патне килнӗ чухне» юрăсене шăрантарчӗ.
0