Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Сиреньел «Çăварни карчăкне» çунтарчӗ

Сиреньел ял хутлăхӗнче мартăн 10-мӗшӗнче Çăварние чаплăн ăсатрӗç. Ялăн уявпа килӗшӳллӗн илемлетнӗ тӗп тӳремне пуçтарăннă халăх вӗри икерчӗ, тутлă шашлык çисе, сăмаварсенчен техӗмлӗ чей ӗçсе савăнчӗ.

Уява йăла тăрăх асанне-кукамайсем авалхи Çăварни юррисене юрласа уçрӗç. Пухăннисене Сиреньел ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Дмитрий Севастьянов саламларӗ, Элмет районӗнчи ялсен хушшинчи спартакиадăра 3-мӗш вырăн çӗнсе илнӗ спортсменсен командине тав сăмахӗсем каларӗ.

Уява йӗркелекенсем тӗрлӗ вăйăсем, конкурссем, ăмăртусем хатӗрленӗ: кăçатă та ывăтрӗç, икерчӗпе йăтса та чупрӗç, канат та туртрӗç, кӗвентепе шыв та йăтрӗç, ачасене çуна çине лартса та чупрӗç, юр чăмаккисене шăпăрпа та кустарчӗç... Ял халăхӗ хастар хутшăнчӗ тӗрлӗ конкурссене. Çав вăхăтрах юрласа ташлама та ӗлкӗрчӗç.

Куракансене вырăнти «Сирень» вокал ушкăнӗ, «Пилеш» ташă ушкăнӗ тата «Çăлкуç» ача-пăча ташă ушкăнӗ хăйсен пултарулăхӗпе савăнтарчӗç. Ташлакансен массăлла флешмобӗ пуриншӗн те кӗтменлӗх пулчӗ темелле.

Уяв вӗçӗнче «Çăварни карчăкне» çунтарса ун тавра вăйă картине тăрса юрларӗç пурте. (Елена ТИХОНОВА. Автор сăнӳкерчӗкӗсем).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Праздники