Цифра çине Тутарстан кӗркунне куçать
Саврăш ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Андрей Георгиевич Кузьмин пӗлтернӗ тăрăх, цифра телевиденийӗ çине куçас ыйтăва кунта тимлӗхре тытаççӗ. Унпа пӗр кун кăна ӗçлемеççӗ ӗнтӗ. Ятарлă вӗренӳ те иртнӗ. Цифра телевиденийӗн станцийӗ Пӳлерте кăна вырнаçнăран, тӗп инженерӗсем килсех çӳреççӗ.