Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Аксу (Аксубаевский)

Цифра çине Тутарстан кӗркунне куçать

Саврăш ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Андрей Георгиевич Кузьмин пӗлтернӗ тăрăх, цифра телевиденийӗ çине куçас ыйтăва кунта тимлӗхре тытаççӗ.  Унпа пӗр кун кăна ӗçлемеççӗ ӗнтӗ. Ятарлă вӗренӳ те иртнӗ. Цифра телевиденийӗн станцийӗ Пӳлерте кăна вырнаçнăран, тӗп инженерӗсем килсех çӳреççӗ.

План тăрăх, Тутарстана маларах Раççейӗн 55 регионӗпе пӗрле цифра телевиденийӗ çине куçмалли виççӗмӗш тапхăра кӗртнӗччӗ. Июнӗн 3-мӗшӗнче пулмаллаччӗ историлле пулăм. Анчах ТР Президенчӗ Рустам Минниханов çак процедурăна кӗркуннене хăварма ыйтса Правительствăна çыру ячӗ. Регион ертӳçин шучӗпе, телевиденин çӗнӗ форми çине куçасси халăха чăрмав кӳмелле мар. Июнӗн 4-мӗшӗнче вара Ураза-байрам пулнине ниепле те шута илмесӗр май  çук, республика халăхӗн чылай пайӗ шăпах мăсăльман тӗнне ӗненет. Эппин, çынсем çав вăхăтра уява хатӗрленеççӗ.

РФ çыхăну тата массăллă коммуникацисен министрӗн çумӗн Алексей Волинăн сăмахӗсене шанас пулсан, республика цифра çине куçассине шăпах мăсăльмансен пысăк тӗн праçникне Ураза-байрама пула октябрь уйăхне хăварнă. Сăмах май, график пăсăлать тенине пӗлтермест ку. Тутарстан вырăнне июнӗн 3-мӗшӗнче цифра телевиденийӗ çине Белгород облаçӗ куçать.

Цифра телевиденине куçасси хула çыннишӗн чăрмав мар-ха, ялсенче лару-тăру мӗнлерех-ши? Аксу районне кайсан çак тӗллевпе Саврăш ял хутлăхне çитсе килтӗмӗр. Ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Андрей Георгиевич Кузьмин пӗлтернӗ тăрăх, цифра телевиденийӗ çине куçас ыйтăва кунта тимлӗхре тытаççӗ.  Унпа пӗр кун кăна ӗçлемеççӗ ӗнтӗ. Ятарлă вӗренӳ те иртнӗ. Цифра телевиденийӗн станцийӗ Пӳлерте кăна вырнаçнăран, тӗп инженерӗсем килсех çӳреççӗ. Ял хутлăхӗнче пушара хирӗç профилактика мероприятине ирттернӗ май, килӗрен çӳренӗ. Çавăн чух хăш çуртра кивӗ телевизор пулнине шута илсе кил хуçисемпе инструкци ирттернӗ. Сăмах май, 2012 çул хыççăн тухнă  телевизорсен ятарлă приставка туянмалла мар. Çаплах Триколор пуррисен те пăшăрханма сăлтав çук, вӗсен ахаль те цифра телевиденийӗ. Çавах та цифра телевиденийӗ çине куçас йывăрлăх пулсан, ял хутлăхӗн пуçлăхӗ хăй киле килсех пулăшма шантарчӗ. Тутарстан ӗçе пуçăнчӗ-тӗк, вӗçне çитересси пирки иккӗленӳ çук. Цифра телевиденийӗ çине куçма та, акă, республика хатӗр – ял та, хула та.

В.Александрова сăнӳкерчӗкӗ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: цифровое телевещание