Элшел – чи лайăх ял хутлăхӗ
Муниципалитетсен хушшинче иртекен республика конкурсӗн «Чи лайăх ял хутлăхӗ» номинацине кăçал Пăва районӗнчи Элшел ял хутлăхӗ тивӗçрӗ. 2018 çул пӗтӗмлетӗвӗсем тăрăх, харпăр хуçалăхсенчи выльăх шучӗпе ку ял хутлăхне çитекенни республикăра урăх çук. Паянхи кун тӗлне 211 пуç сăвăнакан ӗне кунта. Атăл ку енчи районсем хушшинче «Чи лайăх харпăр хуçалăх» ята та элшелсемех çӗнсе илнӗ, ăна 14 ӗне усракан Николай Макаров тивӗçнӗ.