Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Элшел – чи лайăх ял хутлăхӗ

Муниципалитетсен хушшинче иртекен республика конкурсӗн «Чи лайăх ял хутлăхӗ» номинацине кăçал Пăва районӗнчи Элшел ял хутлăхӗ тивӗçрӗ. 2018 çул пӗтӗмлетӗвӗсем тăрăх, харпăр хуçалăхсенчи выльăх шучӗпе ку ял хутлăхне çитекенни республикăра урăх çук. Паянхи кун тӗлне 211 пуç сăвăнакан ӗне кунта. Атăл ку енчи районсем хушшинче «Чи лайăх харпăр хуçалăх» ята та элшелсемех çӗнсе илнӗ, ăна 14 ӗне усракан Николай Макаров тивӗçнӗ.

Муниципалитетсен хушшинче иртекен республика конкурсӗн «Чи лайăх ял хутлăхӗ» номинацине кăçал Пăва районӗнчи Элшел ял хутлăхӗ тивӗçрӗ. 2018 çул пӗтӗмлетӗвӗсем тăрăх, харпăр хуçалăхсенчи выльăх шучӗпе ку ял хутлăхне çитекенни республикăра урăх çук. Паянхи кун тӗлне 211 пуç сăвăнакан ӗне кунта. Атăл ку енчи районсем хушшинче «Чи лайăх харпăр хуçалăх» ята та элшелсемех çӗнсе илнӗ, ăна 14 ӗне усракан Николай Макаров тивӗçнӗ.

Вырăнти ял хутлăхӗн пуçлăхӗ  Валерий Петрович Сюрмин каланă тăрăх, йышлă выльăх тытакансем ял хутлăхӗнче тата пур. Владимир Корягинăн – 17, Андрей Павловăн – 10, Владимир Убамзаровăн 6 ӗне. Ытти выльăх тытакансем те çук мар. Владислав Макаровăн 60 пуç сурăх, Владислав Калашниковăн вара 20 пуç лаша. Выльăх нумайран ял çывăхӗнчи çарана кирлӗ мар курăк пусмасть. Çитменнине вырăнти хуçалăх ферми те Элшелӗнчех. Нумай ӗне усракансене пӗлтӗр ӗне сумалли 4 аппарата субсидипе парса пулăшнине каларӗ ял пуçлăхӗ. Сӗте илме те ютран килмеççӗ. Станислав Макаров литрне 20-шер тенкӗпе куллен пуçтарса Ешӗлварти сӗт комбинатне ăсатать. Çапла вара Тăхăрьял центрне пӗтекен ялсен шутне кӗртме иртерех-ха, тайăлнă çуртсем куç тӗлне пулмаççӗ. Хулана кайнă ял-йыш тивӗçлӗ канăва тухсан тăван яла таврăнать иккен. Çавăнпа йӳнӗпе çурт туянасси çинчен ӗмӗтленмелли çук.

Хальхи вăхăтра ял хутлăхӗнче пурӗ 1137 çын пурăнать, вӗсенчен 697-шӗ – Элшелӗнче. 2018 çулта пурӗ ку ялта кăна 8 ача çуралнă. Çапла, ӗç пур-тăк, ял пӗтмест. Çынсем валли ӗç пур кунта. Нумайăшӗ Пăрăнтăк элеваторӗнче ӗçлет, хăшӗ «Заря» агрофирмăн «Тăхăрьял» уйрăмӗнче тăрăшать. Мускава, Санкт-Петербурга, Хакасине вахтăпа çӳрекен те пур. 

Элшел ял инфраструктурине вара Атăл ку енчи ялсен ăмсанмалăх та пур, çул, шыв проблемине хăçан татса панине те маннă кунта. Тӗп урамра асфальт, ыттисене вак чул сарнă. Ял варринче нумай пулмасть кăна çӗнӗ шкул уçăлнă. Каникулта халӗ çӗр ытла ача. Шкула элшелсемсӗр пуçне ескӳлсемпе раккассисем, кивмертлӗсемпе пăрăнтăксем вӗренеççӗ. Клуб, ФАП, чиркӳ, лавккасем, музей, библиотека, ача сачӗ, почта... Республика программипе хватерлӗ полици участокне те туса лартнă кунта. Пӗр сăмахпа, халăха мӗн кирли йăлтах пур. Валерий Петрович тепӗр çул çӗнӗ ача сачӗ лартасси те планра пуррине каларӗ. Республика программине кӗнӗ вӗсем.

Виçӗ ялтан тăракан ял хутлăхӗ сулăм укçине ытларах урамсене вак чул сарасси, çула юсасси çине ярать. Кăçал тата Элшелӗнчи Гагарин, Чапаев, Николаев, Большая урамӗсене вак çул сарма хатӗрленеççӗ. Ытлă-çитлӗ пурăнакан  ял хутлăхӗ пулнăран-ши, халăхран пухакан укçа сахал мар кунта –  700-шер тенкӗ. Апла пулин те ял хутлăхӗ пӗлтӗр – 97, паянхи кун тӗлне 70 процент сулăм укçине пухайнă.

Январь уйăхӗнченпе республикăри ытти ял хутлăхӗсенчи пек кунта та çӳп-çап ыйтăвӗ татăлнă. Çӳп-çапа уйăхне пӗрре Пăвари коммуналлă служби килсе кашни урамран тиесе каять. Халăх çак вăхăтра кулленхи çӳп-çапа миххе пухса пырать те палăртнă куна урама пуçтарса хурать. Чăн та, ку тирпейшӗн кашни çемьери çын пуçне 78-шар тенкӗ тӳлемелле.

Республика цифра телевиденийӗ çине куçма кăна хатӗрленет пулсан, Элшел ялӗ паха телекăларăмсене курать те ӗнтӗ. Ульяновск телевещанийӗ çывăхрах пулнипе ял цифра çине çак регионпа пӗрлех куçнă иккен. В.Сюрмин сăмахӗсемпе, цифра çине куçмашкăн вӗсен нимӗнле йывăрлăх та пулман.

Хăйӗн пушар хуралӗ те пур ял хутлăхӗн. Вăл талăкӗпех хуралта. Эпир Элшелне килнӗ чух Микуларанпа çумăр çуманччӗ ку тăрăхра, пушар тухас хăрушлăх пысăк, çавăнпа инкекрен сыхланмаллине халăха аса илтерсех тăраççӗ вӗсем.

Ялсенчи культура вучахӗ хӗмленсе çунать-ха хальлӗхе. Вырăнти артистсем халăха  кичемленме памаççӗ. 2018 çул вӗçӗнче Раккассинче те акă темиçе çул клубсăр пурăннă хыççăн тинех халăх пухăнмалли вырăн пулчӗ. Кивӗ шкул çуртне юсаса клуб уçрӗç. Çитес вăхăтра Элшелӗнче пысăк мероприяти пулассине асăнчӗ пуçлăх, июль уйăхӗнче кунта Ю.Кудамасова асăнса тата Тăхăрьял кубокӗшӗн аслисем хушшинче футбол турнирӗсем иртмелле. Куратпăр ӗнтӗ, республикăн чи лайăх ял хутлăхӗ чăнах та çак ята тивӗçлӗ, мӗншӗн тесен кунти ялсенче чăнах та пурнăç вӗрет-ха хальлӗхе.

А.Наумов сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: сельское поселение