Тӗп хула юбилейӗ элтеперсӗр иртрӗ
Паян ак Хусана Раҫҫей Президенчӗ хӑй Ӗҫ аллисен чемпионатне хупма килет. Ҫакӑ 550 тултарнӑ Шупашкара ҫӗршыв политика повесткинчен кӑларса пӑрахнӑ пекех туйӑнать. Мускава ӗҫ аллисемпе тивӗҫтерсе тӑракан провинцие ҫаврӑнчӗ пуль ҫав вӑл юлашки ҫулсенче.