Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Кӗнеке авторӗ редакцире хӑнара

Автор хăйӗн ача чухнехи чăн пурнăçӗ пирки чӗрене тивмелле çырнă истори пӗр вулакана та лăпкăн хăвараймарӗ пулас.


«Суварта» кăçал çамрăк пушкăрт çыравçин А.Баймухаметовăн «Ан хăвар, анне» повеçӗ пичетленме пуçласан вулакансенчен питӗ нумай çыру, ыйту илтӗмӗр. Халӗ те-ха редакцие малалли пулать-и тесе шăнкăравлакансем пур. Автор хăйӗн ача чухнехи чăн пурнăçӗ пирки чӗрене тивмелле çырнă истори пӗр вулакана та лăпкăн хăвараймарӗ пулас. Кун пек литература произведенийӗсем, тем тесен те, сайра тӗл пулаççӗ.
Повесть пичетленнӗ хыççăн Айгиз Баймухаметов пирки «Сувар» вулаканӗсем тӗплӗнрех пӗлме пултарчӗç ӗнтӗ – июлӗн 5-мӗшӗнче тухнă 26-мӗш номерте интервью тухрӗ унпа. Пушкăрт тусăмăр апрель е май уйăхӗсенче Хусана килсе кайма палăртнăччӗ, анчах та урăх васкавлă ӗçӗсем сиксе тухнипе ун чух килеймерӗ. «Ан хăвар, анне» повесть авторӗпе телефонпа çыхăнса интервью хатӗрлерӗмӗр вара.
«Сирӗн пата килетӗпех-ха, кӗтӗр мана», – терӗ Айгиз. Чăн та, сăмахне çилпе вӗçтермерӗ ӗçтешӗмӗр. Çак ытларикун каçхине вăл: «Эпӗ Хусанта. Сирӗнпе тӗл пулас кăмăл пысăк», – тесе çырса ячӗ редакци ӗçченӗсем патне. Тепӗр кун, августăн 21-мӗшӗнче, редакцире уяв пекехчӗ, пурте хаклă хăнана кӗтетпӗр. Хăйне халиччен куçа-куçăн пӗрре те курман пулин те, вăл пирӗншӗн кашниншӗн тахçан пӗлнӗ çывăх тăван пек туйăнать. Кăнтăрла çитеспе Айгизпа пӗр вăхăтлăха çыхăну çухалчӗ. «Пирӗн çинчен манмарӗ-ши?» – тесе хумханма пуçланăччӗ ӗнтӗ, унччен те пулмарӗ – алăк уçăлчӗ те редакцие лутрарах пӳллӗ çамрăк кӗчӗ-тăчӗ:
– Аван-и! Сывлăх сунатăп сире! Салам! – терӗ чăн чăвашлах. Пурте Айгиз Баймухаметова палласа илсе сывлăх сунтăмăр. Сăмах çине сăмах – калаçу тӳрех сыпăнса кайрӗ. Айгиз та пире, Хусанти чăваш хаçатӗнче ӗçлекенсене, хамăр ăна çывăх çын вырăнне хурса йышăннă пекех çывăх курни тӳрех курăнчӗ.
Каласа хăвармалла: Айгиз Рамиль Чурагулов поэтпа пӗрле Хусана «ТАТМЕДИА» АОра иртнӗ хальхи поэзипе литературăри проблемăсене халалланă çавра сӗтел ӗçне хутшăнма килнӗ иккен. Мероприяти вӗçленсенех ниçта та мар, тӳрех «Сувар» редакцине васканă çамрăк тусăмăр.
– Унччен манăн чăваш-туссем, Пушкăртстанрисене шутламасан, Шупашкарта çеçчӗ. Халӗ акă,​ Тутарстанра та нумайăн. «Суварта» повесть пичетленнӗшӗн питӗ савăнтăм. Хайлавсем нумай хаçат-журналта тухни​ яваплăха тата та ӳстерет вулакан умӗнче. «Малашне те çакăн пек паха хайлавсем çырайăп-ши?» – текен шухăш çуратать. Манăн пултарулăха тӗрлӗ халăх çыннисем пысăк хак пани, хапăл туса йышăнни малашне те курăмлă ӗçлеме хистет, паллах. Мӗнех, тăрăшса ӗçлес пулать, – терӗ А.Баймухаметов. – «Сувар» питӗ кăмăла каять, хăйне евӗрлӗ хаçат вăл, тӗрлӗ енлӗ, çивӗч проблемăсене хускатать. Сăмах май, манăн повесть патне ятарласа Юрий Капитонов ӳкернӗ ӳкерчӗксем те пуринчен ытла килӗшрӗç мана. Эсир, редакцире ӗçлекенсем, Тутарстанри чăвашсемшӗн тăван культурăна, чӗлхене сыхласа хăварас, малалла аталантарас тӗлӗшпе питӗ пысăк ӗç илсе пыратăр. Чăваш Республикин тулашӗнче пурăнакан чăвашсем хăйсен йăли-йӗркине, культурине, чӗлхине тата та ытларах хакланă пек туйăнать мана. Пушкăрт чăвашӗсем те сирӗн пекех харсăр.
Тем çинчен те калаçрăмăр хаклă хăнапа. Вулакансене савăнтарас килет: «Ан хăвар, анне» (кӗнеки «Ан пăрах, анне» ятпа пичетленсе тухнă. – Ред.) повеçӗн малалли те пур. «Юмахсăр ачалăх» кӗнекене кӗнӗ калавсене «Суварта» декабрь уйăхӗнче пичетлеме пуçласси пирки калаçса татăлтăмăр авторпа. Апла-тăк, хаклă вулаканăмăр, хаçата 2020 çулăн çур çулне те вăхăтлă çырăнма ан ман.
Айгиз Баймухаметов «Суварăн» кашни вулаканне пысăк салам каласа хăварчӗ. «Малашне те сирӗн хаçатра пичетленме юрăхлă хайлавсем çырасчӗ-ха», – терӗ. ТР ЧНКА, ун çумӗнчи Чăваш çыравçисен союзӗ, «Сувар» хаçат йӗркелекен мероприятисене те хутшăнма сăмах пачӗ тусăмăр.

Вера АЛЕКСАНДРОВА.
Ю.Капитонов сăнӳкерчӗкӗ.
 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев