Тольятти чăвашӗсем авалхи япаласене пăрахмаççӗ
20 çул каялла çак поселокри 25-мӗш шкулта кунти хастар чăвашсем музей уçнă. Пуçарса яраканни çак шкулта кружоксем ертсе пыракан вӗрентекен, хушма вӗрентӳ педагогӗ теççӗ вӗсене, Нина Кузьминична Жирнова. Мăшăрӗпе пӗр шухăшлă пулса пулăшаканӗ – Александр Иванович Жирнов, вăл та çак шкулта физкультура урокӗсене ертсе пырать.
Жирновсем каласа панă тăрăх, ялсенчи çамрăксем ашшӗ лартнă кивӗ йывăç çуртсене пăсса çӗнӗ чул çуртсем тума тытăннă, ашшӗ-амăшсем усă курнă ӗлӗкхи ӗç хатӗрӗсене, ытти япаласене пӗтӗмпех урама кăларса ывăтма пуçланă. Çакна курнăран чӗри ыратма пуçланă Нина Кузьминичнăн. Жирновсем кашнинче тăван ялне, Самар облаçӗнчи Кошки районне кӗрекен Кивӗ Макçăмьеле, каймассерен хăйсен çăмăл машинипе мӗн-тӗр тупса илсе килме тытăннă.