Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

«Сувар» парни хальхинче те пăвасенче

Хаçатăн парнисем кама лекрӗç-ха хальхинче? Акцие пӗтӗмлетнӗ видеоролике «Сувар» хаçатăн «Вконтакте» социаллă сетьри ушкăнӗнче https://vk.com/suvargazeta пăхма пулать.

«Сувар» редакцийӗ вулакансен хушшинче хаçата çырăннă квитанцисемпе акци ирттересси тахçанах йăлана кӗнӗ ӗнтӗ. 2020 çулăн пӗрремӗш çур çулӗ валли çырăнтару кампанийӗ пуçлансанах ку хутӗнче те акци иртесси пирки пӗлтернӗччӗ. Вулакансем нумай кӗттермерӗç – ултă уйăха «Сувар» çырăннине ӗнентерекен квитанцисене редакцие ярса пама пуçларӗç. Кăçалхи январӗн 10-мӗшӗччен йышăнтăмăр вӗсене. Çак кунсенче вара вӗсемпе шăпа ярса кама парне лекнине палăртрăмăр. Сăмах май, акцие пӗтӗмлетнӗ видеоролике «Сувар» хаçатăн «Вконтакте» социаллă сетьри ушкăнӗнче https://vk.com/suvargazeta пăхма пулать.

Хальхинче «Сувар» парнисене çак вулаканăмăрсем тивӗçрӗç:

 

Чăвашла кӗнекесем

1. Николай Герасимов (Çӗпрел районӗ, Çӗнӗ Йӗлмел) – Н.Сорокинăн «Тăлăх арăм минтерӗ» кӗнеки;

2. Анатолий Максимов (Çӗпрел районӗ, Чăваш Шемӗршел) – Н.Сорокинăн «Тăлăх арăм минтерӗ» кӗнеки;

3. Г.Бахтина (Пăва) – Н.Сорокинăн «Тăлăх арăм минтерӗ» кӗнеки;

4. Клавдия Сергеева (Çӗпрел районӗ, Хулаçырми) – Н.Сорокинăн «Тăлăх арăм минтерӗ» кӗнеки;

5. Владимир Егоров (Аксу районӗ, Саврăшпуç) – Н.Сорокинăн «Тăлăх арăм минтерӗ» кӗнеки;

6. Лидия Исаева (Анат Кама) – Н.Сорокинăн «Тăлăх арăм минтерӗ» кӗнеки;

7. Римма Николаева (Аксу районӗ, Емелькино) – Н.Сорокинăн «Тăлăх арăм минтерӗ» кӗнеки;

8. Петр Калмыков (Çарăмсан районӗ, Йăвашкел) – Н.Сорокинăн «Тăлăх арăм минтерӗ» кӗнеки;

9. Лидия Карамзина (Пăва районӗ, Чăваш Пимӗрсел) – Н.Сорокинăн «Тăлăх арăм минтерӗ» кӗнеки;

10. Юрий Пимулин (Аксу районӗ, Савгачево) – Н.Сорокинăн «Тăлăх арăм минтерӗ» кӗнеки;

11. Вера Кудряшова (Çарăмсан районӗ, Йăвашкел) – Н.Сорокинăн «Тăлăх арăм минтерӗ» кӗнеки.

12. Мария Лукьянова (Лайăш) – çамрăк авторсен «Кӗтмен юрату» кӗнеки;

13. Лаврентий Данилов (Чăваш Ен, Тăвай районӗ, Сăхăтпуç) – П.Афанасьевăн «Çырнисен пуххи» кӗнеки;

14. Елизавета Ефремова (Нурлат районӗ, Вăтам Хăмăшлă) – В.Эктелӗн  «Хурăн çырли уçланки» кӗнеки;

15. Николай Михайлов (Аксу районӗ, Кивӗ Киремет) – тӗрлӗ авторсен «Чап-чап уйăхӗ» кӗнеки;

16. Люлия Хлынова (Пăва районӗ, Кивӗ Мертлӗ) – Н.Петровскаян «Ылхан» кӗнеки.

 

«Сувар» логотипӗллӗ парнесен пуххи

1. Валентин Запасов (Коми Республики, Инта);

2. Петр Сорокин (Аксу районӗ, Ахматка);

3. Нина Новикова (Аксу районӗ, Унтакшă).

 

Савăт-сапа

1. Валентина Игнатьева (Ульяновск облаçӗ, Аслă Нагаткин) – керамика савăт;

2. Владимир Левуков (Самар облаçӗ, Тольятти) – бокалсен пуххи;

3. Татьяна Бульбова (Аксу районӗ, Беловка) – керамика савăт;

4. Мария Соснова (Çарăмсан районӗ, Йăвашкел) – керамика савăт;

5. Л.Кузьмина (Пăва районӗ, Чăваш Пимӗрсел) – бокалсен пуххи;

6. Лидия Молоствова (Чистай) – кăкшăм;

7. Юрий Минюхин (Элмет районӗ, Пӳсрек) – пахча çимӗç турамалли-хырмалли хатӗрсен пуххи.

 

Чăваш эрешӗллӗ мăй çыххи

1. Н.Носова (Пăва районӗ, Пӳркел);

2. Елена Кожеманова (Аксу районӗ, Беловка);

3. Генадий Федоров (Алексеевски районӗ, Чăваш Майни);

4. Анатолий Васильев (Аксу районӗ, Çирӗклӗ);

5. Валентин Никифоров (Ульяновск облаçӗ, Димитровград).

 

Тӗп парне – ПЛАНШЕТ

1. Анна Никанорова (Пăва).

«Сувар» хаçат редакцийӗ парнесем туянма пулăшнăшăн Нурлат район сучӗн председательне Альбина Валерьевна Никитинăна чӗререн тав тăвать!

Çӗнтерӳçӗсене пурне те чунтан саламлатпăр! Парнесене редакцие (Хусан хули, Декабристсен урамӗ, 2-мӗш çурт, 7-мӗш хут) килсе илмелле. Килсе илекенӗн çумра паспорт пултăр. Енчен те килсе илейместӗр пулсан редакцие шăнкăравласа пӗлтермелле.

С.Колесникова сăнӳкерчӗкӗ.  

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: подписка