Майăн 24-мӗшӗнче Тутарстанра тата 90 çын коронавируспа чирленӗ
Паянхи кун тӗлне Тутарстанра коронавируспа тата 90 çын чирленӗ. Çав шутран 6-шӗ – ют çӗртен килнисем, 84-шӗ – чирлӗ çынпа хутшăнса чир ертнисем. 28 çынна больницăна хунă, 62-шӗ килте сипленет.