Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Минниханов пандеми вăхăтӗнче ӗçлекен предпринимательсене асăрхаттарчӗ

ТР Президенчӗ власть органӗсемпе предпринимательсене коллективсенче Covid-19 вучахӗ пулса каясран асăрханма хушать

Паянхи кун ӗçлекен кашни предприяти хăй çине дезинфекци режимне çирӗп пăхăнассине тата Роспотребнадзор хушнине пурнăçлама явап илнӗ. Власть органӗсен вара çак явапа мӗнле пăхăннине сăнасах тăмалла. Çакăн пирки ӗнер Правительство Çуртӗнче иртнӗ канашлура ТР Президенчӗ Рустам Минниханов каларӗ.

«Енчен те çын лавккана маска тата перчетке тăхăнмасăр кӗрсе хăйне кирлӗ таварсене карçинккана пуçтарчӗ-тӗк, апла лавкка хушусене пурнăçламасть. Предприяти ӗçе пуçăннă-тăк, вăл хăйӗн объекчӗшӗн, тивӗçтерекен услугăсемшӗн явап тытать. Пирӗн тӗп задача – ӗç коллективӗсенче чир вучахӗ ан пуçлантăр тесе тăрăшасси. Пӗр коллективра пиллӗкӗн чирлекен пур-тăк, ку вăл – чир вучахӗ. Санитари врачӗсем хушнине çирӗп пăхăнмалла, урăхла çул çук», –тесе задача лартрӗ Минниханов.

ТР Президенчӗ республикăра коронавирус сарăлассипе çыхăннă лару-тăру стабилизациленнине, анчах та çăмăлланманнине палăртрӗ. «Унччен килекен çынсене пурне те контроле илеттӗмӗрччӗ пулсан, паян вӗсенчен 3-4-шӗ чирлисен шутӗнче, ыттисем вара коллективра, çемьере инфекци ертеççӗ. Çавăнпа та ӗçе Роспотребнадзор хушăвӗсене çирӗп пăхăнса йӗркелемелле. Должноçри çынсене пурне те асăрхаттаратăп, сиртен кашни хăйӗн участокӗшӗн явап тытать», – терӗ Рустам Минниханов.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: коронавирус