ЮРАТСА ПĂРАХНĂ ÇЫН САВНИНЕ ТĂТĂШ АСА ИЛНӖ ПЕК
Игнатий владыка, мана акă мӗн интереслентерет: чиркӳре иртекен литургисем вăрăм, мӗнле кăна кӗлӗ, акфистсем çук тата. Христиан тӗнчинче çветтуйсем, Турă сăмахне халăх патне çитерекенсем (богословсем) çав тери нумай. Вӗсем те кӗлӗ кӗнекисем çырнă. Ирхи, каçхи кӗлӗсем те кӗске мар. Çав вăхăтрах пачăшкăсем «Турăçăм, çырлах, каçар» тени те çителӗклӗ теççӗ. Паллах, ку сăмахсем чӗререн тухмалла. «Спас» телеканал та пăхма юрататăп эпӗ. Унта та кун пек каланине пӗрре мар илтнӗ. Апла мӗншӗн-ха кӗлӗсем вăрăм? Турă пире витӗр курса тăрать мар-и?
Валентина М., Хусан.