Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Чӑваш Киштекӗнче 16 вырăнлăх ача сачӗ уçăлнă

Садик ачашăн нихăçан та пӗчӗк е кивӗ пулмасть. Вăл уншăн пӗтӗм пурнăç тăршшӗпе тăван плса юлать

Пăва районӗнчи Чăваш Киштекӗнче капиталлă юсав хыççăн ача садне уçнă, Тинкешре –культура çуртне тата çӗнӗ спортплощадкăна.  
Чаплă церемоние  Пăва районӗн ертӳçи Ранис Камартдинов, РФ Патшалăх Думин депутачӗ Ильдар Гильмутдинов, ТР вӗрентӳ министрӗн çумӗ Станислав Андреев, ТР культура министрӗн çумӗ Дамир Натфулин, ТР спорт министрӗн çумӗ Ильдар Садриев хутшăннă.
Çак объектсем çулӗ-çулӗпе çӗнетӳ кӗтсе ларни паллă. Капиталлă юсавсене республика тата федераллд программисем пулăшнипе тăваççӗ.
Хăнасем строительсене наградăланă хыççăн юсаса çӗнетнӗ тата çӗнӗрен тунă объектсен территорийӗсене курса çаврăннă, «Теремок» ача садне музыка центрӗ парнеленӗ.

Чăваш Киштекӗнче 16 вырăнлăх ача сачӗ уçăлнă. Хальлӗхе унта 10 ача çӳрет.
– Садик ачашăн нихăçан та пӗчӗк е кивӗ пулмасть. Вăл уншăн пӗтӗм пурнăç тăршшӗпе тăван плса юлать. Çак ача сачӗсем хулра пулсан та, ялта пулсан та, вӗсене хăтлă тăвасси – пирӗн тӗллев, – тесе каланă ТР вӗрентӳ министрӗн çумӗ Станислав Андреев.  

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев