Самарта та «Сувар» пур
Самарти «Заря» Культура керменӗнче чăваш тумӗллӗ халăх туп-тулли. Пурте, паллах, маскăпа, тӳрех пӗр-пӗрне паллама та çук. Кашни ансамбль пӗрер-икшер сӗтел капăрлатнă, чăннипех – кӗрхи пуянлăх. Ахальтен мар чăвашсем: «Кӗркунне çерçи те пуян», – теççӗ. Унта чăваш апат-çимӗçӗ (хуплу, кукăльсем, чăваш сăри, шăрттан, сӗткенсем тата ытти те), ал ӗçӗсем, чăваш тӗрриллӗ сӗлкӗсем, ал тутрисем, сӗтел çиттисем, ансамбль ӗçне кăтартакан сăнӳкерчӗксем, альбомсем. Эпир те хамăр сӗтеле чăваш пуканисемпе, чăваш тӗррисемпе эрешленӗ япаласемпе илемлетрӗмӗр. Апат-çимӗç те ыттисенчен кая мар: хуплу, тем пысăкăш кукăль, тăварланă пахча çимӗç, çырла компочӗ, килте вӗретсе тунă чăкăт (питӗ килӗшрӗ курма килекенсене, хатӗрлемелли рецептне тăтăшах ыйтрӗç). Пӗр кӗтесре хамăн кӗнекесене, «Тăван Атăл» журнала тата «Сувар» хаçатăн пуххине вырнаçтартăм.