Çыравçăсен союзӗн пухăвӗнче тахçан курман ентешсемпе тӗл пултăмăр
Шутласан, хăçан çапла пӗрле сăн ӳкерттерӗпӗр тепре? Малашне те пӗрле пухăнасчӗ-ха... Анчах темшӗн аса килсех кайрӗ – пӗррехинче Валери Туктарпа иксӗмӗр тăван ене çитсе тӗл пултăмăр та хамăрăн аслă, ячӗсем кӗрлесе тăракан сăвăçсемпе пӗрле пухăнса савăнас терӗмӗр, хамăр машинăсемпе пурне те Григорий Игнатьевич Тяманов (Акташ) килӗнче пӗрле пухрăмăр. Меречентен Петр Михайлович Гаврилова, Кивӗ Тимушкелӗнчен Михаил Гаврилович Мулеева лартса кайрăмăр. Тямановпа Гаврилов питӗ савăнчӗç – 10 çул ытла пӗр-пӗрне курман иккен вӗсем, пӗр районта пурăнсан та, Аксури «Ял пурнăçӗ» хаçатпа çыхăну тытса çеç пӗр-пӗрне хавхалантарнă. Çапла Акташ, Меречен, Кайнуш Мишши, Туктар тата эпӗ пӗрле тăрса ӳкерӗнни ӗмӗрлӗхех юлчӗ. Пирӗн аслă юлташăмăрсем, пирӗн вӗрентекенӗмӗрсем тата çывăхран çывăх юлташăмăр Мулеев пиртен ӗмӗрлӗхех уйрăлса кайрӗç. Пӗрле тăрса çапăннă сăнӳкерчӗк çавăн чухнехи илемлӗ кунсене аса илтерет. Кунсем-çӗрсем темле килеççӗ, пӗлместӗн те, çавăнпа та епле лару-тăру пулсан та, хальхи шухăшăмпа сывлăх пур чухне юлташсемпе тăтăшах тӗл пулса савăнасчӗ-ха.