«Дакар – 2021» пуçланать. Дмитрий Никитин «Сувар» вулаканӗсене Сауд Аравийӗнчен салам ячӗ!
Çырчалли чăвашӗ, 501-мӗш экипажăн штурманӗ Дмитрий Никитин «Сувар» вулаканӗсене Сауд Аравийӗнчен Çӗнӗ çул ячӗпе пысăк салам ячӗ. «Пурне те Çӗнӗ 2021 çул ячӗпе саламлатăп! Çирӗп сывлăх, телей, ăнăçу сунатăп. Эпир пӗтӗм тӗрӗслев витӗр тухрăмăр, старта тухма хатӗр!» – терӗ Дмитрий Николаевич.
Паян, январӗн 2-мӗшӗнче, Сауд Аравийӗнче «Дакар – 2021» ралли-марафон уçăлать. Ăмăрту вара ыран Хӗрлӗ тинӗс хӗрринчи Джидда хулинче пуçланать.
43-мӗш хут иртекен «Дакара» грузовиксен хушшинче кăçал та Çырчаллинчи «КАМАЗ-мастер» команда хутшăнать. Çак ралли-рейдра 17 хутчен çӗнтерӳçӗ ятне илнӗ ентешӗмӗрсем хальхинче те 4 экипажпа хутшăнаççӗ:
500-мӗш экипаж – Андрей Каргинов (пилот), Андрей Мокеев (штурман), Игорь Леонов (механик);
501-мӗш экипаж – Антон Шибалов (пилот), Дмитрий Никитин (штурман), Иван Татаринов (механик);
507-мӗш экипаж – Дмитрий Сотников (пилот), Руслан Ахмадеев (штурман), Ильгиз Ахметзянов (механик);
509-мӗш экипаж – Айрат Мардеев (пилот), Дмитрий Свистунов (штурман), Ахмет Галяутдинов (механик).
Сăмах май, пирӗн йăхташăмăр, Çырчалли чăвашӗ, 501-мӗш экипажăн штурманӗ Дмитрий Никитин «Сувар» вулаканӗсене Сауд Аравийӗнчен Çӗнӗ çул ячӗпе пысăк салам ячӗ. «Пурне те Çӗнӗ 2021 çул ячӗпе саламлатăп! Çирӗп сывлăх, телей, ăнăçу сунатăп. Эпир пӗтӗм тӗрӗслев витӗр тухрăмăр, старта тухма хатӗр!» – терӗ Дмитрий Николаевич.
Ăмăрту 12 тапхăртан тăрать. Экипажсен финиша çитиччен пурӗ 7800 километр иртмелле. Ăмăрту хӗрӳ пуласси каламасăрах паллă. Ентешӗмӗрсене пӗтӗм йывăрлăхсене çӗнтерсе Раççее, тăван Тутарстана «Ылтăн Бедуинсемпе» таврăнма сунар. Ăнăçу ялан сирӗнпе пӗрле пултăр!
Д.Никитинăн харпăр архивӗнчи сăнӳкерчӗк.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев