Пăхса тăмасан çăл та типет
Этемлӗх çутçанталăк ресурсӗсемпе пӗр шутламасăр усă курни нумай инкек патне илсе çитерет. Ресурссем вӗсем вӗçӗмсӗр мар, çăл та, тасатса пăхса тăмасан, типме пултарать. Çавăнпа усă курнипе кăна мар, çутçанталăка упрама, пăхма пӗлмелле. Ку ӗçе профильлӗ ведомствăсем хăйсен тимлӗхне илни пысăк шанăç кӳрет.
Экологи министерстви республикăри шыв объекчӗсене тасатассипе хăй умне лартнă тӗллеве майӗпен пурнăçлать. Программăна кӗртнӗ мӗнпур ӗçсене вăхăтлă туса пырсан, экологи лару-тăрăвӗ палăрмаллах лайăх енне улшăнмалла.