Лайăх пурнăçран никам та ыйткалама каймасть
Çӗнӗ хыпарсем

Лайăх пурнăçран никам та ыйткалама каймасть

Тарçа çакланнă сусăр çын çул çинче укçа пуçтарнă...

 Хусанта çак кунсенче чуна çӳçентерекен пулăм пулнине хыпарлать «Татар-информ» ИА. Инвалида тарçăра тытнă икӗ çынна полици тытса чарнă.  Пӗртăван хӗрарăмпа арçын Молдави гражданӗсем иккен. Хусана ӗçлеме килнӗскерсем ют çын шучӗпе пуйма шутланă. Сусăра тарçа илнӗ те вăйпах çул çине ыйткалама кăларнă.Тарма хăтлансан хытă хӗненӗ. Мăнтарăна çăлăнма «Душа России» ыр кăмăллăх фондăн ӗçченӗ пулăшнă. Хайхисен машинин номерне астуса юлнă вăл... (Татар-информ сăнӳкерчӗкӗ).


Нет комментариев