Ӑҫта ҫухалчӗ ЮТВ?
Хаклă редакци ӗçченӗсем! Эпир, Çӗпрел районӗн ял çыннисем, сиртен пулăшу кӗтетпӗр. Пирӗн районта «Таттелеком» компани кабельлӗ телекурăм кӗртсе ЮТВ канала курма май туса панăччӗ. 7 пин тенкӗ тăкаклантăмăр уншăн. 1-2 çул чăваш артисчӗсене телевизорпа курса савăннă хыççăн ЮТВ канал вырăнне «Чăваш Ен» кӗртсе хучӗç. Пире «Чăваш Ен» передачисем килӗшмеççӗ. Унта вӗсем йăлтах вырăсла. Сайра-хутра концертсем, спектакльсем кăтартаççӗ. Ялан курнисем. Эпир малашне те чăваш артисчӗсен концерчӗсене курасшăн. ЮТВ канала Крым – Питӗр – Иркутск таранах кураççӗ. Эпир Шупашкартан 200 километрта пулсан та пăхаймастпăр. «Летай» кабельлӗ канал çинче 64 каналтан 84-та çитрӗ. ЮТВ валли нивушлӗ пӗр канал та тупăнман? Пире, ваттисем валли, телевизор çинче ним курмалли те çук. Е вӗлереççӗ, е çапăçаççӗ, мультфильмсем те пăхмастпăр эпир. ЮТВ канал çӗнӗрен ӗçлесе кайсан пирӗншӗн ку пысăк парне пулӗччӗ. «Сувар» хаçатран пулăшу кӗтетпӗр.
Çӗпрелсем.