Тавах сана, ыр çыннăмăр, эс пурришӗн
Аксу районӗнчи Аксу поселокӗнче пурăнакан юратнă анне Нина Егоровна ИСМУЛЛИНА февралӗн 5-мӗшӗнче 86 çул тултарчӗ
Хаклă çыннăмăра çуралнă кун ячӗпе чун-чӗререн саламлатпăр. Нумай-нумай çул хушши пурăнма çирӗп сывлăх, тату пурнăç сунатпăр. Нихăçан та ан чирле, ан ватăл, эсӗ пурри пирӗншӗн телей.
Тавах сана, ыр çыннăмăр, эс пурришӗн,
Кил чысӗпе çемье ăшши пулнишӗн.
Татах та нумай çул эс пурăнсам,
Пире пит лайăх эс çумра пулсан.
Ачисем, мăнукӗсем, кӗçӗн мăнукӗсем,
тăванӗсем тата кӳршисем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев