Чăваш кино кунӗсем Хусанта старт илчӗç
Ура! Пӗрремӗш хут Тутарстанра Чăваш кино кунӗсем иртеççӗ. Анлă мероприяти Хусанта старт илчӗ. Тӳрех калатăп, кинолентăсем çав тери пӗлтерӗшлӗ те паха шайра пуласса малтан шутламанччӗ, кӗтменччӗ. Пысăк тав Чăваш Ен кинематографисчӗсене чăваш культурипе историне тӗпе хурса çакăн пек картинăсем ӳкернӗшӗн. Хусанта Кино кунӗсем старт илни вара ăнланмалла япала. Урăхла мӗнле-ха? Ӗлӗк та Хусан хули чăваш культури аталанăвӗшӗн пӗлтерӗшлӗ те паллă хула пулнă, халӗ те вăл пирӗн историпе тачă çыхăнура тăрать.
Ырантан Чăваш кино кунӗсем Тутарстанри районсенче пуçланаççӗ. Куракансен тăватă кинокартинăпа паллашма май пулать. Çавсен шутӗнче: «Юман», «В красном море», «Наследие», «Туса лартăп шурă çурт».