Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Чăваш кино кунӗсем Хусанта старт илчӗç

Ура! Пӗрремӗш хут Тутарстанра Чăваш кино кунӗсем иртеççӗ. Анлă мероприяти Хусанта старт илчӗ. Тӳрех калатăп, кинолентăсем çав тери пӗлтерӗшлӗ те паха шайра пуласса малтан шутламанччӗ, кӗтменччӗ. Пысăк тав Чăваш Ен кинематографисчӗсене чăваш культурипе историне тӗпе хурса çакăн пек картинăсем ӳкернӗшӗн. Хусанта Кино кунӗсем старт илни вара ăнланмалла япала. Урăхла мӗнле-ха? Ӗлӗк та Хусан хули чăваш культури аталанăвӗшӗн пӗлтерӗшлӗ те паллă хула пулнă, халӗ те вăл пирӗн историпе тачă çыхăнура тăрать. Ырантан Чăваш кино кунӗсем Тутарстанри районсенче пуçланаççӗ. Куракансен тăватă кинокартинăпа паллашма май пулать. Çавсен шутӗнче: «Юман», «В красном море», «Наследие», «Туса лартăп шурă çурт».

Февралӗн 22-мӗшӗнче Хусанти «Мир» кинотеатрта Чăваш кино кунӗсем пуçланчӗç. Мероприятие уçнă çӗре «Чăвашкино» директорӗ Олег Цыпленков, режиссер тата сценарист Сергей Щербаков, «ТатарКино» директорӗ Миляуша Айтуганова тата ытти кинематографистсем хутшăнчӗç. Кино кунӗсем питӗ те ырă та тăванла атмосферăра иртрӗç. Курма килекенсене кинотеатр фойинче Светлана Садыкова ертсе пыракан «Салам» ансамбль юрăпа кӗтсе илчӗ. Çапла алăк урати урлă каçнă каçман çынсен чăваш культурипе паллашма май пулчӗ.

Шупашкартан килнӗ хăнасем Кино кунӗсене кӗнӗ кинолентăсемпе, вӗсен историйӗпе кӗскен паллаштарчӗç. Пӗтӗмпе программăна 4 кинокартина кӗнӗ. Пӗрремӗш кунӗнче ЧАССР 100-çуллăхне халалланă Сергей Щербаковăн «В красном море» кинокартинине пăхрăмăр. Вăл документлă-илемлӗ кино. Сценарипе кинолента 1918 çулсенчи пăтрануллă тапхăра уçса парать, чăваш лидерӗсем Чăваш автономине туса хурассишӗн тăрăшни, пурнăçӗсене шеллемесӗр кӗрешни чӗрене хумхантаратех. 

Февралӗн 23-мӗшӗнче, паян эпир Елена Рябцеван «Юман» тата Сергей Щербаковăн «Наследие» кинокартинисене пăхрăмăр. Иккӗшӗ те шухăшлаттаракан кино шайӗнче. Сăмах май, «Юман» кӗске метрлă илемлӗ кинора Геннадий Айгин хӗрӗ Вероника Айги ӳкерӗннӗ, музыкине вара Алексей Айги композитор çырнă. Куракансем икӗ кинона та хапăл туса йышăнчӗç. Ӗнер те, паян та залра çынсем туллиехчӗ. Сивве, уява пăхмасăрах килнӗ. 

«Кино кунӗсене ирттерме «Чăвашкино»,«ТатарКино», ТР Халăхсен ассамблейи, Туслăх Çурчӗ, «Сувар» хаçат, Хусанти П.Хусанкай ячӗллӗ Чăваш наципе культура центрӗ пӗрле тăрăшрӗç. Анчах та тăванăмсем, хисеплӗ куракансем, эсир пулмасан, кинотеатра килмесен пирӗн мероприяти иртейместчӗ. Пысăк тав сире», – терӗ Олег Цыпленков мероприятие уçнă чухне. 

Кинокартинăсемпе паллашнă хыççăн кинематографистсемпе творчествăлла тӗлпулусем пулчӗç. Калаçу интереслӗ те чӗрӗ форматпа иртни пуринчен лайăххи. Кашни хăйне хумхантаракан ыйтăва пама, шухăшне пӗлтерме пултарчӗ. Кинематографистсем малашнехи плансемпе те паллаштарчӗç. Вӗсен ӗç планӗнче ачасем валли анимаци киновӗсем, тӗнче шайӗнчи кинофильмсем ӳкересси. Паллах, проектсене пурнăçлама çителӗклӗ финансласси кирлӗ. Унтан та ытларах Чăваш Ен ертӳçисем кино пӗлтерӗшне шута илсе тӗрев пани. «Пирӗн талантлă сценаристсем те, режиссерсем те, актерсем те пур, тӗрев кăна çителӗксӗр. Çавăнпа сиртен те пирӗн пуçлăхсене хăвăр шухăшăра пӗлтерме, ачасем валли ятарлă телеканал, кинофильмсемпе мультфильмсем кирлине çитерме ыйтатпăр», – терӗ Олег Цыпленков. 

Мероприяти çинчен тӗплӗнрех «Сувар» хаçатра вуласа пӗлме пултаратăр.      

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев