Чăвашсен «Уявӗ», марисен «Семыкӗ», удмуртсен «Гырон быдтонӗ» тата ытти уявсем кăçал хăçан иртеççӗ?
Тутарсен, чăвашсен, вырăссен, марисен, мăкшăсен, удмуртсен, кӗрешӗнсен уявӗсем Тутарстанра республика шайӗнче иртеççӗ. Кашни хăйне евӗрлӗ илемлӗ, пуян, чаплă. Ку мероприятисем тахçанах ӗнтӗ пӗр халăхăн уявне кăна мар, пӗрлехи праçниксене çаврăнчӗç. Тӗслӗхрен, чăвашсен «Уявӗнче» мӗнле халăх çыннине кăна курмастпăр вӗт – ятарласа инçетрен килеççӗ, ахаль çынсенчен пуçласа тӗрлӗ шайри пуçлăхсем таранах.