Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Азнакай чăвашӗсем çумăр çутарма пӗлеççӗ

Пӗчӗк Çутă Кӳлӗ ялӗнчи ӗçченсем пӳрт çумӗнчи пахчисенче лайăх кунсемпе усă курса акмаллине акса, лартмаллине лартса пӗтерчӗç, хирти акана та вӗçлерӗç. Ӳсен-тăрансем шăтса тухасса кӗтмелли çеç юлчӗ. Анчах калча шăтса тухӗ-ши çак шăрăхра?

Тырă акса, выльăх пăхса ӗмӗр ирттерекен хастар чăваш çынни авалтан Аслă Турăран йывăр вăхăтра пулăшу ыйтнă, ӗçӗ ăнсан Турра кӗл туса тав тунă. Çуркунне хирте акнă тырри çумăр çуман пирки шăтса тухмасан авалхи чăваш йăлипе «çумăр пăтти» пӗçерсе Аслă Турăран пархатарлă çумăр ыйтнă.

Майăн 15-мӗшӗнче пирӗн пӗчӗк ялти ӗçченсем пӳрт çумӗнчи пахчисенче лайăх кунсемпе усă курса акмаллине акса, лартмаллине лартса пӗтерчӗç, хирти акана та вӗçлерӗç. Ӳсен-тăрансем шăтса тухасса кӗтмелли çеç юлчӗ. Анчах калча шăтса тухӗ-ши çак шăрăхра?
Çумăр çуккипе харсăр ял-йыш «çумăр пăтти» пӗçерме шут тытрӗ. Наци тумӗ тăхăннă аслисемпе пӗрле ялти ача-пăча та ирех тăрса ял тăрăх çӳрерӗ, кашни килех кӗчӗç. Хуçасене тасалăх-сывлăх сунчӗç, телейлӗ пурнăç пехиллерӗç. Лешсем вара пăтă пӗçерме кӗрпе, çу, çăмарта парса савăнтарчӗç. Мӗн кирлине пуçтарсан шавлă ушкăн йăла ирттерме ырă çăлкуç енне хускалчӗ. Çак çăлкуçран пуçланать те ӗнтӗ пирӗн Çутă Кӳлӗ ялӗнчи пурнăç, çакăнтан пуçланать пӗчӗк юханшыв.
Ачасем çитнӗ тӗле арçынсем кăвайт чӗртнӗ, пысăк хурана çăл шывне ярса вӗретме лартнă, витресене шыв тултарса та хунă. Нумай та вăхăт иртмерӗ, пăтă пиçрӗ те. Тамара Тимофеевна Янтемирова кӗл турӗ, ыттисем те хутшăнчӗç:
– Çӳлти Аслă Турă! Акнă ӳсен-тăрана типӗтсе ан хăрт! Аслати амăшӗ, аслати ашшӗ, шурă кăпăклă çумăр парăр… И, Турă, çырлах…
Хирте, пахчасенче пуян тухăç ӳстӗр тесе, пурсăмăра та ырлăх-пурлăх, тасалăх-сывлăх сунса пысăк хуранра пиçнӗ тутлă пăтта çирӗмӗр. Унтан вара ачасем пӗр-пӗрне шывпа сапма пуçларӗç. Çăлкуç уçланки ачасен телейлӗ сассипе янраса тăчӗ.
Лайăх-и, начар-и – пилӗк кунран çӗрле çумăр çуса иртрӗ. Тен, ытти çӗрте вăйлăрах та çунă-тăр? Çумăр çумасан тепӗр хут та йӗркелеме пултарать «çумăр пăтти» йăлине ял-йыш.

Ухтияр ИЛЮХИН.
Çутă Кӳлӗ ялӗ.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: чувашские обряды азнакаево