Савгачевăра пăрлă çумăр çунипе çынсен çӗрулми анисене юхтарса кайнă
Аксу районӗнче иртнӗ вырсарникун çанталăк алхаснă кăна. Ял урамӗсем шарласа юхакан çырмана çаврăнни, пахча-анкартинче выртакан пăр куписем ӳкернӗ видеосем социаллă сетьсенче хăвăрт сарăлчӗç. Чăваш Ен блогерӗсем те вӗсене хăйсен страницисенче кăларчӗç. Савгачево ялӗнче пурăнакансем уйрăмах пысăк шар тӳснӗ. Çынсен пахча-çимӗç калчисем пăр хуçса таткаласа пӗтернипе çара патка пулса юлнă, çӗрулми аврисем те çавах. Ӳсен-тăрансем вăй илмесен капла тухăçсăр та тăрса юлма пулать-çке? Тепӗр хут аксан кăна.
Лару-тăрăва уçăмлатас тӗллевпе Саврăшпуçӗн ял хутлăхӗн пуçлăхне Валерий Николаева шăнкăравларăмăр.