Кайăк чӗлхине пӗлет тейӗн
ТР ЧНКА çумӗнчи Чăваш çыравçисен канашӗн пайташӗн, Лайăш районӗнчи Аслă Кабан ялӗнче пурăнакан Альберт Миронович Кольцовăн «Птицы в наших краях» кӗнеки тухни пӗрре те кӗтменлӗх мар, мӗншӗн тесен вӗçен кайăк тӗнчине пӗр çул кăна тӗпчемест. Ку енӗпе теоретик та, пуян опытлă практик та вăл. Тӗслӗхрен, индоуткăсене мӗнле ӗрчетмелли çинчен кăна темиçе томлă кӗнеке кăларма пултарать. Çак килти кайăкпа туслашнăранпа 20 çул çитнӗ иккен. Вӗсем çинчен калама тытăнсан Альберт Мироновичăн сăнӗ савăнăçпа çиçсе çуталнине курсанччӗ сирӗн. Калăн, вӗçен кайăк чӗлхине чăнах та пӗлет. Вӗсене мӗн кирлине, халӗсем еплереххине пӗрре пăхсах ăнланать. Нумай пулмасть ун патӗнче хăнара пулсан, кăна хам куçпа курса ӗнентӗм.