Чăваш çыравçи Халăхсен хушшинчи ача-пăча кӗнекин канашӗн Хисеплӗ дипломне тивӗçнӗ
Чăваш кӗнеке издательствин редакторӗ Ольга Федорова (литературăри псевдонимӗ Ольга Васильева) нумай пулмасть Халăхсен хушшинчи ача-пăча кӗнекин канашӗн «Огромный мир сквозь призму детских книг» ятпа иртнӗ 37-мӗш Пӗтӗм тӗнчери конгресне хутшăннă. Вăл Мускавра сентябрӗн 10-12-мӗшӗсенче иртнӗ.
Конгреса хутшăнакансем валли йӗркелӳçӗсем пуян программа хатӗрленӗ: ача-пăча вулавне тӗрев парассипе IBBY ASAHI тата iREAD чи лайăх проектсем хатӗрлекенсене премисем, IBBY Хисеплӗ списокӗн дипломӗсене пачӗç, Х.К.Андерсенăн Ылтăн медалӗн лауреачӗсене наградăларӗç. Кăçалхи мероприятин тӗп тӗллевӗ пӗр-пӗрин опычӗпе паллашасси, вулавпа ача-пăча литературине аталантарас тӗлӗшпе çӗнӗ проектсем хатӗрлесси, тăван чӗлхене сыхласа хăварса аталантарасси, чи лайăх кăларăмсен авторӗсене тата промоутерсене хавхалантарасси пулчӗ.