Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Гороскоп

Kăпкă та вашават Хӗрсене ку эрнере эмоцисем çитмеççӗ

Эрнелӗх  гороскоп 27.09 – 03.10

ТАКА 21.III – 20.IV
Улшăнусен эрни, е урăх çӗре ӗçе вырнаçатăр, е харпăр пурнăçра улшăнусем пулӗç. Ӗçпе çӳрени бизнесшăн е карьерăшăн усăллă çынпа паллашма май парӗ. Эрне варринче тӗлпулусене ан кайăр. Хăш-пӗрне çывăх çыннăн лайăхах мар хăтланăвӗ çинчен пӗлтерӗç, теприне – çыхăнăва татасси пирки. Канмаллисем савăнăçлă иртӗç.   

ВĂКĂР 21.IV – 20.V
Тунтикунпа ытларикун инвестици енӗпе килекен сӗнӳсене тимлӗр. Харпăр ӗç уçни тупăш шайне ӳстерме пулăшӗ. Çӗнӗ задачăсем çанă тавăрса ӗçлеме хистӗç. Канмаллисене хирӗç хăш-пӗр юлташăр ырă мар енчен чăн питне кăтартӗ. Ку чухне туслăха тăсма кирлех-ши? Çемьеллисене килтисем нăйкăшса тарăхтарӗç.

ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V – 21.VI
Ку эрне ӗç, вӗренӳ, квалификацие ӳстерес енӗпе ăнăçлă. Лайăх шутласа хунă проектсене пурнăçлама тытăнăр. Хăвăра шанни тата вăй-хал çителӗклӗ пулни тӗллеве пурнăçлама пулăшӗ. Канмаллисене шавлă ушкăнпа ирттеретӗр, вырсарникун çапах лăпкă пулӗ.  

РАК 22.VI – 22.VII
Çак тапхăрта пит пысăк пулăмсемех çук, çапах савăнăç кӳрекенни нумай пулӗ. Пӗчченнисем кампа та пулин паллашса харпăр пурнăçа улăштарасси çинчен шутлӗç. Чăн та, часах сирӗнпе интересленекен çын тупăнӗ, юратни çинчен пӗлтерӗ. Çемьеллисем вара хусах вăхăтсене аса илӗç. Ӗç енӗпе пӗлтерӗшлӗ хыпар кӗтӗр.

АРĂСЛАН 23.VII – 23.VIII
Ку эрнере вăй-хал тапса тăрать, кăмăл та çӗкленӳллӗ. Интереслӗ пулăмсем нумай пулӗç. Маларах тунă ӗçсен уссине куратăр, тупăш ӳсет. Хăш-пӗри харпăр ӗç пуçласси çинчен шутлӗ. Эрне вӗçнелле лавккасем тăрăх çӳрени усă кӳрӗ. Канмаллисенче хăнана е шавлă мероприятие чӗнекен тупăнӗ.
 
ХӖР 24.VIII – 23. IX
 Ялан лăпкă та вашават Хӗрсене ку эрнере эмоцисем çитмеççӗ. Çивӗч туйăмсем хыççăн хăваласа хăш-пӗри арлă-арăмлă хутшăнусене хӗрӳрех тума май тупӗ, теприсем юриех вăрçăнса кайӗç. Ăшри шайлашăва çухатнипе ӗçре йăнăшсем тума пултаратăр. Эрне варринче ӗлӗкхи туссемпе тӗл пулни савăнăç кӳрӗ. Канмаллисенче юрату фронтӗнче ăнать.

ТАРАСА 24.IX – 23.X
Тӗрлӗ пулăмсем кӗрленкӗ евӗр хăйсен ытамне илӗç. Ӗç енӗпе те, харпăр пурнăçра та сӗнӳсем нумай илетӗр. Хăш-пӗри ӗç вырăнне улăштарма, çавна пула урăх хулана е çӗршыва куçса кайма пултарӗ. Бизнесменсен тупăшлă контракт тума май пур. Анчах ӗçре ан васкăр, унсăрăн лару-тăрăва тӗрӗс хаклаймасăр йăнăшма пултаратăр. Юрату фронтӗнче ăнать, килӗштерекен çын хăвăра савнине пӗлтерӗ.

СКОРПИОН 24.X – 22.XI
 Уйăх катăлса пынине шута илсен ку вăхăтра харпăр пурнăçра та, ӗçре те татăклă утăм тумалла мар. Ку эрнере питӗ те лайăх идейăсем çуралӗç. Укçа-тенкӗпе перекетлӗ пулăр, ытлашши ан тăкакланăр. Эрне вӗçӗнче те канма пулмӗ, юлташсене е тăвансене пулăшма тивӗ.

УХĂÇĂ 23.XI – 21.XII
Çак тапхăрта сывлăх енӗпе тимлӗ пулăр. Ӗçри стреса, ывăннине пула чирлеме е кӗтмен лару-тăрăва çакланма пултаратăр. Çӗнӗрен те çӗнӗ проблемăсем сиксе тухма пултараççӗ. Çынпа вăрçăнасран асăрханăр. Укçа çухатас хăрушлăх та пур. Эрне вӗçӗнче кăна проблемăсенчен хăтăлса канма пултаратăр.
 
ТУ КАЧАКИ 22.XII – 20.I
 Ку эрне çăмăллиех мар пулсан та ал усмалла мар. Унсăрăн депрессие кайса пач аптрама пултаратăр. Çăлтăрсем пӗтӗм вăя пухса чăтма çук пек туйăнсан та çирӗп пулма сӗнеççӗ. Шанчăклă юлташсем çумра пулни вăй-хал кӳрӗ. Эрне вӗçнелле йăлт майлашăнӗ. Ӗçре те, килте те туслă та лăпкă атмосфера хуçаланӗ.

ШЫВТĂКАН 21.I – 20.II
 Ку эрне юрату енӗпе ăнăçлă пулӗ. Пӗчченнисем пулас мăшăрӗпе паллашӗç. Эрне варринче ӗç нумайланӗ, бизнесменсене инçе çула тухма тивӗ. Тăрăшни харама каймасть: усăллă ӗçлӗ килӗшӳ те, пысăк тупăш та пулӗ. Эрне вӗçне пӗлтерӗшлӗ ӗçсем ан палăртăр, сире хирӗçле зодиак палли плансене аркатӗ.

ПУЛĂСЕМ 21.II – 20.III
Эрне пуçламăшӗнче юратнă çынпа килӗшӳ тупма йывăр пулӗ. Пӗр-пӗрне ăнланманнипе вăрçăнатăр. Эрне варри туслă, ӗçлӗ çыхăнусем йӗркелеме ăнăçлă. Канмаллисенче килти ӗçсемпе аппаланма тивӗ, тăвансем те пулăшу кӗтеççӗ.    

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев