Уяв ячӗпе сана, атте!
Çын шăпи ку е вăл йӗрпе каясси ялан тенӗ пекех унпа юнашар пурăнакан çынсен витӗмӗнчен килет. Ман ӗмӗрӗмре çакăн пек палăрмалла витӗм кӳрекен çынсенчен пӗри – атте, Аксу районӗнчи Беловкăра пурăнакан Геннадий Николаевич Селиванов.
Атте кăçал 75 çул тултарчӗ. Унăн ӳсӗмӗнчи ытти нумай çыннăнни пекех пурнăçӗ çăмăлах пулман, вăрçă хыççăнхи выçăллă-тутăллă ачалăх, кунне-çӗрне пӗлмесӗр ӗçлесе ирттернӗ çамрăклăхпа вăйпитти чухнехи çулсем, малашне ырă пурнăç пуласса шанни, иртнӗ ӗмӗр вӗçӗнче çӗршыври пурнăç кӗтмен çӗртен пачах тепӗр майлă çаврăнса кайни…