Чăваш халăх артистки Вера Кузьмина пиртен ӗмӗрлӗхех уйрăлса кайрӗ
Октябрӗн 22-мӗшӗ пӗтӗм чăвашшăн хурлăхлă кун пек пулса юлӗ. Çак кун Чăваш АССР тава тивӗçлӗ, РСФСР тава тивӗçлӗ, РСФСР халăх, СССР халăх артистки Вера Кузьминан чӗри ӗмӗрлӗхех тапма чарăнчӗ. Калама çук пысăк çухату. Вера Кузьминична хăй ӗмӗрӗн тăршшӗпе тăван халăхшăн, чăваш культури аталанăвӗшӗн сцена çинчен каймасăр ӗçлерӗ.
Вера Кузьминичнăпа чăваш халăхӗ вăл хăй ӗмӗр тăршшӗпе ӗçленӗ Шупашкарти К.В.Иванов ячӗллӗ академи драма театрӗнче сывпуллашрӗç. Унта ЧР пуçлăхӗ Олег Николаев, ЧР культура министрӗ Светлана Каликова, культура, политика, обществăлла деятельсем, Вера Кузьминана çывăх куракан тата ытти çынсем хутшăнчӗç.
Эпир те унăн ывăлӗпе Атнер Хусанкайпа унăн çемйипе тата мӗнпур чăвашсемпе пӗрле тарăннăн хурланнине пӗлтеретпӗр. Вера Кузьминан çутă сăнарӗ ӗмӗр-ӗмӗрех пирӗн асра упранӗ. Унăн ячӗ вилӗмсӗр...