Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ТР Патшалăх Канашӗнче çитес çула бюджет йышăнас ӗç пырать. Коммунистсем ӗç укçине ӳстерме, пуянсене ытларах налог тӳлеттерме ыйтаççӗ

Хăçан пирӗн çӗршывра вилсе выртасран çеç çăлса хăваракан минимума пурăнмалли минимум вырăнне йышăнма пăрахӗç-ши?Тутарстанăн тӗп коммунистне Раççей бюджечӗн 80 проценчӗ Мускавра çаврăнни тарăхтарать. Пурнăç пахалăхӗпе республика тӗнче виçипе виçсен 90-мӗш вырăнта тăни те. «Ку вара тӳреммӗнех халăхăн туянас пултарулăхӗнчен килет. Чухăнлăх Раççейӗн тӗп тăшманӗ тесе Владимир Путин хăй те каларӗ. 24 миллион ытла çын – чухăн шутланать. 45 миллион çын вара 15-25 пин тенкӗ ӗç укçипе пурăнать. Çав вăхăтра тăкаксем вара мӗн чухлӗ? ÇКХ тӳлевӗсем пенсин 1/3 пайне çисе яраççӗ. Эмел, апат-çимӗç мӗн тери хакланчӗç. Çав вăхăтрах инфляцие 4 процентпа палăртса ÇКХ услугисем, эмел, апат-çимӗç те инфляци чухлех ӳсессине палăртса хунă. Тӗрӗссипе, хаксен ӳсӗмӗ 40 процентран та иртсе кайнă. Анчах ӗç укçи ӳстересси çинчен сăмах та çук. Çавăнпа та йышăнакан бюджет коммунистсен шучӗпе çителӗксӗр, вăл чӗрӗ тытăнса юлмалли чухлӗ кăна.

2022 ÇУЛА ЙЫШĂННĂ БЮДЖЕТА СӲТСЕ ЯВРӖÇ

 

Хăçан пирӗн çӗршывра вилсе выртасран çеç çăлса хăваракан минимума пурăнмалли минимум вырăнне йышăнма пăрахӗç-ши?

Патшалăх Канашӗн ларăвӗсенчи тӗп ыйту ку вăхăтра – 2022 çулхи республика бюджечӗ. Ăçта, мӗн чухлӗ укçа кирлине сӳтсе яваççӗ депутатсем. Малтанласа  бюджет пирки закон проектне Патшалăх Канашӗн Экономика, инвестицисем тата предпринимательство комитечӗн, унтан Социаллă политика комитечӗн черетлӗ ларăвӗсенче пăхса тухнă. Хăйсен шухăшне КПРФ депутачӗсем те пӗлтерме васкарӗç. Фракци ертӳçисемпе пресс-конференци октябрӗн 14-мӗшӗнче иртрӗ.

Фракци лидерӗ Хафиз Миргалимов палăртнă тăрăх, кăçал вӗсем бюджет проектне пурӗ 40 сӗнӳ пăхса тухма кӗртнӗ.
«Республика ертӳçисем пире илтни савăнтарать. Вӗсем пирӗн чылай сӗнӗве ырласа йышăнаççӗ. Темиçешер çул çӗкленӗ ыйтусене Президент хăйӗн Патшалăх Канашне янă Чӗнӗвне кӗртни çав тери хавхалантарать. Тӗслӗхрен, ял хуçалăх производствине хушма финанславпа тивӗçтерессине», – терӗ Хафиз Гаязович. Коммунист шучӗпе, наци экономики, кил-çуртпа коммуналлă хуçалăх, çутçанталăка сыхласси, культура тата ытти хăш-пӗр сферăсене финансласси палăрмалла чакнă. Федераллă центртан килекен трансферт калăпăшӗ те чакнă. Çавăнпа бюджетсен хушшинчи хутшăнусене, Миргалимов шучӗпе, лайăхрах пăхса тухмалла, çитес çула бюджета дефицитпа йышăннине шута илсен уйрăмах.

 

Хаксем ӳсеççӗ,ӗç укçи – çук

 

Тутарстанăн тӗп коммунистне Раççей бюджечӗн 80 проценчӗ Мускавра çаврăнни тарăхтарать. Пурнăç пахалăхӗпе республика тӗнче виçипе виçсен 90-мӗш вырăнта тăни те. «Ку вара тӳреммӗнех халăхăн туянас пултарулăхӗнчен килет. Чухăнлăх Раççейӗн тӗп тăшманӗ тесе Владимир Путин хăй те каларӗ. 24 миллион ытла çын – чухăн шутланать. 45 миллион çын вара 15-25 пин тенкӗ ӗç укçипе пурăнать. Çав вăхăтра тăкаксем вара мӗн чухлӗ? ÇКХ тӳлевӗсем пенсин 1/3 пайне çисе яраççӗ. Эмел, апат-çимӗç мӗн тери хакланчӗç. Çав вăхăтрах инфляцие 4 процентпа палăртса ÇКХ услугисем, эмел, апат-çимӗç те инфляци чухлех ӳсессине палăртса хунă. Тӗрӗссипе, хаксен ӳсӗмӗ 40 процентран та иртсе кайнă. Анчах ӗç укçи ӳстересси çинчен сăмах та çук. Çавăнпа та йышăнакан бюджет коммунистсен шучӗпе çителӗксӗр, вăл чӗрӗ тытăнса юлмалли чухлӗ кăна.
«Ларура республикăна миçе тенкӗлӗх апат-çимӗç илсе килни çинчен ыйтрăм. 35 миллиард тенкӗлӗх. Çав вăхăтрах хамăр сӗт, аш производствипе, транспорт енӗпе, машиностроенипе, строительствăпа  Раççейре пӗрремӗш вырăнта пыратпăр. Анчах еплерех майпа вăл ӗç укçин калăпăшӗнче палăрать, пурнăç пахалăхӗнче? Нимӗнле те», – терӗ Миргалимов юлташ.

 

Раççей чухăн мар

 

Коммунист шучӗпе капитализмăн айванлăхне ковид тата уççăнрах кăтартса пачӗ. Медицина учрежденийӗсене оптимизацилемен пулсан ун шучӗпе чире çӗнтерме çăмăлрах пулатчӗ. Коммунист сăмахӗпе, куншăн федераллă центр яваплă, мӗншӗн тесен оптимизаци унăн пуçарăвӗ.
Кăмăла пăсакан тепӗр япала – укçа перекетлес тӗллевпе муниципаллă служащисен шутне чакарни. Коммунистсем вӗсене хӳтӗлесе ӗç укçине индексацилеме ыйтнă.
«Сирӗн сӗнӳсене пурне те пурнăçлама укçа ăçтан кăлармалла тесе ыйтаççӗ манран час-часах. Финанс çăлкуçӗсем пур вӗсем. Наци экономикин фондӗнче çур триллион доллар, нацин ырлăх-пурлăх фондӗнче 46 триллион тенкӗ пулмалла. Хăш-пӗр кăтартусемпе Раççейӗн 103 триллион тенкӗ укçа. Çӗршыв бюджечӗ вара пурӗ те 18-19 триллион тенкӗлӗх йӗркеленет. Аталану пултăр тесен 26 триллиона яхăн кирлӗ. Çавăнпа эпир Патшалăх Канашӗн ларăвӗсенче 2023 – 2024 çулсенчи бюджет планне самай ӳстерме ыйтатпăр. Донор-регион пулса тăнă чухне бюджета дефицитпа йышăнни тӗрӗс-и вара?
«Бюджет вăл тытăнса тăмалăх шайра кăна пулмалла мар. Вăл аталану çулне кура йӗркеленмелле. Çавăнпа халӗ йышăнакан бюджетпа эпир килӗшейместпӗр. Халăхăн пурнăç шайне чакаракан закон проекчӗсене йышăнни Конституцие хирӗçлени пулать», – хӗрӳленчӗ коммунист.

 

Пуянсен налог ытларах тӳлемелле

 

Фадбир Сафин кăçалхи бюджета программăна кӗртнӗ тăкаксене 2020 çулти йывăрлăхсене пăхмасăрах туллин пурнăçлани çинче чарăнчӗ. Çапах вăл та ӗçтешӗпе килӗшсе халӗ йышăнакан бюджетпа халăхăн  пурнăç пахалăхне палăрмалла ӳстерме çук. Социаллă сферăна тивӗçекен укçа-тенкӗ çителӗксӗр. Вăл вӗрентӳ, сывлăх сыхлав сферисене мала яраймасть. «Раççейри бюджет тултарăвӗ рынок хутшăнăвӗсене пăхăнса пымасть. Раççейӗн бюджечӗ ВВП калăпăшӗн 18 проценчӗпе танлашать. Çав вăхăтрах Европăра вăтамран 40-43 процент, хăш-пӗр çӗршывра 57-60 процент. Укçа нумайрах вӗт? Капитализмра пурăнатпăр-тăк налог прогрессивлă пулмалла. 15 процента ӳстерни кулăшла. 20-25 пин тенкӗ ӗç укçипе пурăнакансене пач та налогран хăтармалла. Çутçанталăк ресурсӗсемпе усă куракан пысăк Акционер обществисен те тупăшран 30 процент мар, Норвегири пек 70 процент тӳлемелле. Ку тӗрӗс пулать. Халăха çутçанталăк ресурсӗсенчен ним те тивмест-çке. Вăл вӗт халăх пуянлăхӗ, ăна çутçанталăк панă», – терӗ Фадбир Сафин. Ун шучӗпе, бюджета «Наука» уйрăм пай та кӗртмелле. Хальлӗхе наука аталанăвне тивекен укçа-тенкӗ питӗ те сахал. Ял аталанăвӗ валли те ытларах укçа кирлине палăртрӗ коммунист.  


Бюджет социаллă енне çухатман

 

Октябрӗн 15-мӗшӗнче республика бюджечӗн закон проекчӗ пирки тепӗр пресс-конференци пулчӗ. Хальхинче ТР финанс министрӗпе Радик Гайзатуллинпа тата парламентăн Бюджет, налогсемпе финанс комитечӗн председателӗпе Леонид Якунинпа.
«Бюджет закон проекчӗпе çыхăннă анлă канашлусем профильлӗ комитетсенче, парламент ларăвӗсенче, муниципалитетсемпе тӗлпулусенче иртрӗç. Ӗç малашне те сахал мар. Чи малтан Патшалăх Канашӗн ларăвӗнче закон проекчӗн пӗрремӗш вулавне пăхса тухни. Кайран тӳрлетӳсемпе ӗç пуçланать. Кăçал бюджета сӳтсе явнă çӗре  граждансем те хутшăннине палăртса хăварас килет. Вӗсенчен нумай сӗнӳ килчӗ», – терӗ парламент комитечӗн председателӗ.
Леонид Якунин сăмахӗсемпе, Бюджет кодексӗн тӗп правили вăл – тӗрлӗ шайри бюджетсен балансне упраса хăварни. Тепӗр хăйевӗрлӗх – вăл социаллă енлӗ пулни. Çавăнпа социаллă сфера çине каякан тăкаксене тăтăш ӳстерсе тăмалла. Тутарстан бюджечӗ тӗрлӗ программăсем çинче никӗсленни ăна йӗркелеме пулăшать те.  

 

Тăватă çынран тăракан çемьен тупăшӗ 74 950 тенкӗ пулмалла

 

Радик Гайзатуллин палăртнă тăрăх, бюджет йӗркеленӗвӗпе ӗç ăна Патшалăх Канашӗнче сӳтсе явиччен çур çул маларах пуçланнă. Çавсен шутӗнче бюджет позицине оптимизацилесси, кирлӗ мероприятисен графикне палăртасси, республикăн макроэкономика кăтартăвӗсен прогнозне тăвасси, вӗсене федераллă бюджетăн цифрисемпе танлаштарасси. Финанс министерстви пулас бюджетăн параметрӗсене муниципалитетсемпе, пӗчӗк тата вăтам, пысăк бизнес представителӗсемпе сӳтсе явать. Унсăр пуçне тӗрлӗ шайри бюджета кӗрекен налогсен прогнозне те палăртса хунă.
Çитес çулхи бюджетăн тăкак пайне бюджет сферинче ӗçлекенсен хăш-пӗр категорийӗн ӗç укçине ӳстерессине те шута илнӗ. 2022 çула тунă прогнозсем тăрăх, çитес çулта ӗç укçин вăтам калăпăшӗ 2,7 процента ӳсмелле. Пурăнмалли минимум – 10 204 тенкӗ. Кулăшла цифра. Хăçан пирӗн çӗршывра вилсе выртасран çеç çăлса хăваракан минимума пурăнмалли минимум вырăнне йышăнма пăрахӗç-ши?  Типовой çемьери пӗр çын пуçне 18 725 пин тенкӗ пулмалла. Апла пулсан икӗ ачаллă е 4 çынран тăракан çемьен тупăшӗ 74 950 тенкӗпе танлашмалла. 20-25 пин тенкӗпе ӗçлекен ашшӗ-амăшӗн пӗрле хушсан та кун чухлӗ тупăш пулас çук.

 

Миллиардсем çапла пайланнă

 

Паллă ӗнтӗ, тăкаксен ытларах пайӗ – 90 процент ытла, патшалăх программисен пурнăçланăвӗ çине каять. Сывлăх сыхлавне – 30 миллиард та 977,7 миллион, социаллă политика пурнăçланăвне – 55,3 миллиард тенкӗ. Каласа хăвармалла, социаллă тӳлевсене инфляцие кура индексацилеме палăртнă. Çемьепе ачалăх сыхлавне 15,4 миллиард тенкӗ уйăрма йышăннă. Физкультурăпа спорт аталанăвӗ валли 3,8 миллиард, çамрăксен политикине пурнăçлама 5,4 миллиард тенкӗ палăртса хунă.
Çӗршывра эпидеми лару-тăрăвӗ кăткăсланнине кура профильлӗ ведомствăсем сайра тӗл пулакан чирпе чирлекенсене эмелсемпе тивӗçтерме, катарактăпа асапланакансене операци тума, ӗçлекен граждансене стационарта сипленнӗ хыççăн санаторипе курорт условийӗсенче реабилитаци иртме, шăл протезӗсене ларттарма, сывлăх енӗпе кăлтăксем пуррисене тьюторсен пулăшăвӗпе тивӗçтерме тата ытти ӗç валли кирлӗ тăкаксен калăпăшне ӳстерме ыйтнă.   
Радик Гайзатуллин шучӗпе бюджета дефицитпа йышăнни ăна  йывăрлатать пулин те çапах социаллă-экономика темпне упраса хăварни ăна туллин пурнăçлама шанăç кӳрет.
Пӗтӗмлетсе çапла калама пулать: 2022 çула йышăнакан бюджет хăйӗн социаллă енне упраса хăварать. Бюджет политикин тӗп задачисен шутӗнче – республикăра пурăнакансен пурнăç шайне лайăхлатасси,  сахал тупăшлă, ачаллă çемьесене социаллă пулăшупа тивӗçтересси, социаллă ыйтусене адреслă татса парасси.
Ирина ТРИФОНОВА.
Сăнӳкерчӗк gossov.tatarstan.ru сайтран.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Патшалăх Канашӗнче