News by date 24 October 2021
-
Чăваш халăх артистки Вера Кузьмина пиртен ӗмӗрлӗхех уйрăлса кайрӗ
Октябрӗн 22-мӗшӗ пӗтӗм чăвашшăн хурлăхлă кун пек пулса юлӗ. Çак кун Чăваш АССР тава тивӗçлӗ, РСФСР тава тивӗçлӗ, РСФСР халăх, СССР халăх артистки Вера Кузьминан чӗри ӗмӗрлӗхех тапма чарăнчӗ. Калама çук пысăк çухату. Вера Кузьминична хăй ӗмӗрӗн тăршшӗпе тăван халăхшăн, чăваш культури аталанăвӗшӗн сцена çинчен каймасăр ӗçлерӗ. Вера Кузьминичнăпа чăваш халăхӗ вăл хăй ӗмӗр тăршшӗпе ӗçленӗ Шупашкарти К.В.Иванов ячӗллӗ академи драма театрӗнче сывпуллашрӗç. Унта ЧР пуçлăхӗ Олег Николаев, ЧР культура министрӗ Светлана Каликова, культура, политика, обществăлла деятельсем, Вера Кузьминана çывăх куракан тата ытти çынсем хутшăнчӗç. Эпир те унăн ывăлӗпе Атнер Хусанкайпа унăн çемйипе тата мӗнпур чăвашсемпе пӗрле тарăннăн хурланнине пӗлтеретпӗр. Вера Кузьминан çутă сăнарӗ ӗмӗр-ӗмӗрех пирӗн асра упранӗ. Унăн ячӗ вилӗмсӗр...
-
КОВИД-ЧАРУСЕМ ÇУРКУННЕЧЧЕН ТĂСĂЛМА ПУЛТАРАÇÇӖ
Хальхи вăхăтра республикăри лару-тăрăва çăмăл теме çук. Чирлекенсен шучӗ юлашки эрнере 37 процента ӳснӗ. Covid-19-па чирлессин ӳсӗмӗ ОРВИ чирӗсен сезонӗпе пӗр вăхăта килни çинчен манмалла мар. Çакăн çинчен журналистсемпе йӗркеленӗ пресс-конференцире ТР тӗп санитари врачӗ Марина Патяшина пӗлтерчӗ. Унпа пӗрле журналистсемпе Коронавируспа кӗрешекен оперативлă штаб ертӳçи, ТР вице-премьерӗ Лейла Фазлеева, ТР çамрăксен ӗçӗсен министрӗ Тимур Сулейманов, ТР сывлăх сыхлав министрӗн çумӗ Альмир Абашев тата ытти чиновниксем тӗл пулчӗç. Марина Патяшина сăмахӗсемпе, грипран вакцинаци тăвас темпсем пӗчӗк мар пулсан та, иртнӗ эрнере кăна 25 788 çын ОРВИпе чирленӗ. Пуçлăхсене, ытти регионсемпе танлаштарсан, Тутарстанри 60-тан иртнӗ çынсем вакцинаци тума васкаманни пăшăрхантарать, çав вăхăтра граждансен çак категорийӗ пуринчен те ытларах коронавирусран чирлет, вилет. Хăрушă чирпе больницăра выртакан е килте сипленекен кашни 4-мӗш çын – пенсионер. Çавăнпа Тутарстанра 65 çултан аслăрах вакцинаци туман çынсен изоляцине кӗртнӗ те.
-
Мамă е анне?
Эпир хăш чух сăмахсем ниме те пӗлтермеççӗ тетпӗр. Пӗлтереççӗ çав... Мамăпа эпир час-час тавлашаттăмăр, аннепе вара вăрçăнас килмест. «Анне» тени хăйех пирӗн чи çывăх çыннăмăр еплерех çепӗç те аманчăк чунлă пулни пирки калать. Анне хăйне çапла чăвашлах чӗнме пуçласан тахçанччен хăнăхаймарӗ-ха. Вăл вӗт çак сăмахпа асаннене, хăйӗн хунямăшне, чӗнет. Вӗсем вара пит килӗштерсех каймаççӗ. Пӗрре пахчара сухан кăларнă чух аннене хампа пулса иртнӗ истори пирки каласа патăм. Эпӗ хуларан яла кайма тухнă, автобусра ларса пыратăп. Хăлха çаккисене хывма маннă, кӗпе çаннисем кӗске пирки ӳт çине тунă татусем уççăнах курăнаççӗ. Мана хирӗç икӗ кинеми ларнă та калаçса пыраççӗ, мана «кăшлаççӗ»
-
ТР Патшалăх Канашӗнче çитес çула бюджет йышăнас ӗç пырать. Коммунистсем ӗç укçине ӳстерме, пуянсене ытларах налог тӳлеттерме ыйтаççӗ
Хăçан пирӗн çӗршывра вилсе выртасран çеç çăлса хăваракан минимума пурăнмалли минимум вырăнне йышăнма пăрахӗç-ши?Тутарстанăн тӗп коммунистне Раççей бюджечӗн 80 проценчӗ Мускавра çаврăнни тарăхтарать. Пурнăç пахалăхӗпе республика тӗнче виçипе виçсен 90-мӗш вырăнта тăни те. «Ку вара тӳреммӗнех халăхăн туянас пултарулăхӗнчен килет. Чухăнлăх Раççейӗн тӗп тăшманӗ тесе Владимир Путин хăй те каларӗ. 24 миллион ытла çын – чухăн шутланать. 45 миллион çын вара 15-25 пин тенкӗ ӗç укçипе пурăнать. Çав вăхăтра тăкаксем вара мӗн чухлӗ? ÇКХ тӳлевӗсем пенсин 1/3 пайне çисе яраççӗ. Эмел, апат-çимӗç мӗн тери хакланчӗç. Çав вăхăтрах инфляцие 4 процентпа палăртса ÇКХ услугисем, эмел, апат-çимӗç те инфляци чухлех ӳсессине палăртса хунă. Тӗрӗссипе, хаксен ӳсӗмӗ 40 процентран та иртсе кайнă. Анчах ӗç укçи ӳстересси çинчен сăмах та çук. Çавăнпа та йышăнакан бюджет коммунистсен шучӗпе çителӗксӗр, вăл чӗрӗ тытăнса юлмалли чухлӗ кăна.
-
Чăваш Республикин Пуçлăхӗпе Олег Николаевпа тӗл пултăмăр
Октябрӗн 22-мӗшӗнче ЧР Правительство Çуртӗнче Раççей регионӗсенчи Чăваш наципе культура автономийӗсен, пӗрлешӗвӗсен лидерӗсем Чăваш Республикин Пуçлăхӗпе Олег Николаевпа тӗл пулчӗç. Ку тӗлпулу ЧНК Мăн Канашӗ умӗн иртрӗ. Мероприятие ЧР Культура министрӗ Светлана Каликова йӗркелесе ертсе пычӗ. Тӗлпулура чăвашлăха аталантарассипе, тăван чӗлхепе культурăна упраса хăварассипе çыхăннă тӗрлӗ ыйтăва пăхса тухрӗç. Пуçлăх калаçăвӗнче пӗр япала çеç шухăша ячӗ. Чăваш чӗлхине упраса хăварассинче грамматика кирлӗлӗхне вăл мала хурса каламарӗ. ЧР Пуçлăхӗн шучӗпе грамматикăна пӗлни кирлех те мар, калаçа пӗлни те çитет. Анчах вула пӗлмен чăваш хăй чӗлхине упраса хăварайӗ-ши?