Фарид Мухаметшин тутарстансене ТР Патшалăх гербӗн кунӗпе саламларӗ
Паян Тутарстан Республикин Патшалăх гербӗн кунӗ! Çак историлле кунпа тутарстансене ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗ Фарид Мухаметшин саламларӗ. «Республика унăн геральдика паллине Раççей Федерацийӗн анлă çӗрӗсенче кăна мар, унăн тулашӗнче таçта инçетре пӗлнипе, хисепленипе чăннипе мăнаçланать. Тутарстансем тӗрлӗ наци, тӗрлӗ тӗн çыннисем, вӗсем хăйсен малашлăхне гражданла пӗрлӗх никӗсӗнче, нацисемпе конфессисен хушшинчи килӗшӗве, культурăсен çыхăнăвне, йăлари çемье хаклăхӗсене тӗпе хурса тата Тăван Çӗршыва чунтан юратса йӗркелеççӗ», – тенӗ Фарид Мухаметшин.