Çамрăкрах чухне Аркадий Русаков çыравçа юрату, кăмăл-сипет, çутçанталăк темисем кăсăклантарнă пулсан халӗ истори ыйтăвӗсемпе халăх кун-çулӗ ытларах пăшăрхантараççӗ
Аркадий Русаков çыравçă тата публицист Пушкăртстанра пурăнать. Аркадий Никандрович мӗн пӗчӗкренех литературăпа туслашнă. Унăн Çӗнӗ çула халалланă сăвви вăл 6-мӗш класра вӗреннӗ чухнех пичетленнӗ. Каярахпа стена хаçачӗ валли заметкăсемпе кӗске калавсем шăрçаланă. Ӗпхӳри Пушкăрт патшалăх медицина институтӗнче ăс пухнă чухне те çырма пăрахман, пултаруллă студентăн хайлавӗсем «Медик» хаçатра кун çути курнă.