Аттесӗр çуралнă йăмăк
Декабрӗн 18-мӗшӗнче манăн аттесӗр çуралнă йăмăк Зоя Александровна Федорова 80 çул тултарать.
1941 çулхи октябрь уйăхӗнче пирӗн аттене вăрçа илсе кайнă. Ун чух Зоя çуралман пулнă-ха. Çав çулах, декабрь уйăхӗнче, пирӗн кӗçӗн йăмăк Зоя çуралнă. Çуралнă кăна – атте вилни пирки хут килнӗ. Çапла вара йăмăкăмăр та аттене курман, атте те ăна курман. Анне пилӗк ачапа тăлăха тăрса юлнă. Эпир ун чух пӗчӗккӗ пулнă, нимӗн те ăнланман.