Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Теччӗ районӗнчи Юккел ялӗнче пурăнакан Раиса Храмова тухьяпа хушпу та, масмак та çӗлеме ăста

Ял-йыш кăна мар, таврари ялсенчен те тухья, масмак, наци тумӗ çӗлеттерме килеççӗ Райкка аппа патне.

Ялти пурнăç хуларинчен питӗ уйрăлса тăрать. Иртен пуçласа каçчен ӗçлемелле. Уйрăмах хӗрарăмсен ӗç нумай: çемье, ачасем, хушма хуçалăх. Вăл хăй мӗн пӗлнине шырамасть, пысăк наградăсене кӗтмест. Ял хӗрарăмӗ сăпайлă та питӗ ӗçчен, мӗншӗн тесен хресчен хуçалăхӗ кахалсене чăтмасть.

Çавăн пек ӗçченсенчен пӗри – Раиса Алексеевна Храмова. Мăшăрӗпе Василий Михайловичпа пӗрле виçӗ ача çуратса ӳстернӗ. Халь вӗсем хăйсем те пурте çемьеллӗ ӗнтӗ. Пилӗк мăнук!
Раиса Алексеевна пурнăçне выльăх-чӗрлӗх ӗрчетес ӗçе халалланă. Тивӗçлӗ канăва тухсан та лăпкăн лармасть. Унăн чун туртăмӗ пур: çӗлет, çыхать, тӗрлет. Раиса Алексеевна пире хăйӗн ăсталăхӗпе, пултарулăхӗпе тӗлӗнтерме чарăнмасть. Хушпу, тухья, масмак та çӗлеме пӗлет. Унăн асамлă аллисем тӗлӗнмелле япаласем тăваççӗ. Пирӗн Райкка аппа яланах  кăмăллă, уçă чунлă. Ял-йыш кăна мар, таврари ялсенчен те алă ăсти патне тухья, масмак, наци тумӗ çӗлеттерме килеççӗ. Е мăн асламăш-кукамăшсенчен юлнă хушпăва юсаса, илемлетсе пама ыйтаççӗ.
– Хӗрарăмăн пуç кăшăлӗ – хушпу – çемьере ăруран ăрăва куçнă. Хушпу чăваш хӗрарăмӗн уяв тумӗн пайӗ пулнă. Хӗрсем ăна ачаранах тума  пуçланă. Ӗлӗк хушпу çине чăн-чăн кӗмӗл укçа хуратчӗç, – каласа парать Раиса Алексеевна. – Çав укçапа пӗр лав вутă е лаша илме май пулнă.
Раиса Алексеевнăн килӗнче яланах йӗркелӗх, тасалăх, тирпейлӗх хуçаланать. Тӗлӗнмелле, пур енчен те пултаруллă Райкка аппа, пӗр минут та ӗçсӗр лармасть. Сывлăх, телей, ăнăçу сунатпăр ăна.

Лилия АРИСОВА,
Юккел ялӗн библиотекарӗ.
Теччӗ районӗ.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: теччӗ чăвашӗсем