Хисеплӗ юлташсем, сире Ҫӗнӗ ҫул ячӗпе саламлатпӑр!
Хаклӑ ентешӗмсем! Пирте чӑвашсен, атте-аннесен юнӗ чупать, несӗлсен хӑвачӗ пурӑнма вӑй-хал парса тӑрать. Ҫапла кунран-кун, ҫулран-ҫул, ӗмӗртен-ӗмӗр иртет. Ваттисем хушса хӑварнӑ пек, малашне те хамӑрӑн чӗлхене юратса, йӑласене сума-суса, аслисене хисеплесе пӗр пысӑк йышпа туслӑн тытӑнса тӑрар, чӑвашсен сумне пӗрле ҫӗклер.